(19 февраля 2018) Иртнĕ шăматкун Хусанăн 1000 çуллăхӗн паркӗнче миçе пин икерчӗ пиçрӗ-ши? Çӗнӗ çулах тунă илемлӗ Пăр керменӗнче хула çыннисемпе хăнисем хаваслăн хӗле ăсатрӗç. Йăлтах пурччӗ кунта: тӗрлӗ вăйă, ярмаркка, лашапа тата понипе катаччи, юрă-ташă тата, паллах, хăй вăхтне кӗтекен улăм катемпи…
Урамрах пăсланса пиçекен Çăварни икерчине тутанса пăхма çӗр-çӗр çын пуçтарăнчӗ. «Анлă Çăварни – 2018» мероприятие ТР Культура министерстви пулăшнипе Хусанти Вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗ, Тутарстан Халăхсен Ассамблейи, Туслăх çурчӗ, Хусан мэрийӗ ирттерчӗç.
Тӗп сцена çинче вырăссемсӗр пуçне ытти халăхсем те юрласа савăнтарчӗç. Чăвашсенчен Хусанти «Салам» фольклор ансамблӗ пулчӗ. Çăварни юррине чăвашла шăрантарса халăха юрă картине тăратрӗ вăл. Чăвашсем уявра сахалăн марччӗ, «Хусан чăвашӗсем» ушкăн юрăçи Елена Корсакова та Çăварние ятарласах хăйӗн коллективӗпе пӗрле килнӗччӗ.
Авалтан вылянă вăйăсем çав тери кăмăла кайнипе çынсем вӗсене хутшăнас тесе черет те тăма тиврӗ. Çăварнин хитре финалӗ – хӗле ăсатни, урăхла каласан, улăм катемпие çунтарни пулчӗ . Пӗр сăмахпа, телевизор умӗнчен хăпайманнипе çăварнин çуллă икерчине тутанмасăр юлнисем, нумай çухатрăр.
Ирина Кузьмина.
Сувар.