(18 декабря 2015) Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш ҫыравҫисем. Чувашские писатели» открыткӑсен пуххи кун ҫути кӑтартнӑ. Ун пек пухха унччен те пичетленӗ. Пӗрремӗш хут — 1998 ҫулта. «Унтанпа литература пӗрлӗхӗнче самай улшӑну пулса иртнӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш кӗнеке издательстви.
Ҫакна издательство хӑш-пӗр ҫыравҫӑ «вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарнипе», хӑшӗ «Чӑваш Республикин халӑх писателӗ» ятпа тивӗҫнипе сӑлтавлать. Ҫакна открыткӑсен ҫӗнӗ пуххинче йӑлтах шута илнӗ-мӗн. Материалсене Эдурад Фомин пухса хатӗрленӗ.
«Ӗҫре эпӗ Порфирий Афанасьевӑн библиографи справочникне тӗпе хутӑм. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви 2006 ҫулта кӑларнӑ. Унтанпа вӑхӑт самай иртрӗ. Хӑш-пӗр писательпе поэт пирӗнпе ҫук ӗнтӗ. Ҫавна йӑлтах эпӗ хушса пуянлатрӑм. Чӑваш энциклопедийӗнчи материалсене усӑ куртӑм», — тенӗ чӗлхеҫӗ.
Пухха 50 паллӑ ҫыравҫӑпа поэтӑм портречӗ кӗнӗ.