Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чӑваш театрĕ Питĕр хулинчи культура кунĕсене пуянлатрĕ

Чӑваш театрĕ Питĕр хулинчи культура кунĕсене пуянлатрĕ

admin 10.04.2018

(10 апреля 2018) Питĕр хулинчи Чӑваш наципе культура автономийĕ ( ертӳҫи В.М. Живов), ку хулари Нацисен ҫурчĕ тӑрӑшнипе 12 ҫул иртнĕ хыҫҫӑн тепĕр хут К. Иванов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх академи драма театрĕн спектаклĕсене ку историллĕ хулара кӑтартма май килтерчĕҫ.

Чӑваш культура кунĕсем пынӑ май, ака уйӑхĕн 8, 9 — мĕшĕсенче «Литейнӑй» театрĕнче паллӑ театр хӑйĕн чи лайӑх икĕ спектакльне кӑтартать.

Ĕнер, ака уйӑхĕн 8-мĕшĕнче И.С.Максимов-Кошкинскин «Вĕри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльне курма Питĕрте пурӑнакан пирĕн ентешсем, театра юратакансем чылайӑн килчĕҫ.

Чӑваш наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Михайлович Живов каланӑ тӑрӑх, кунти чӑвашсем хамӑрӑн тӑван культурӑшӑн, чĕлхешĕн тунсӑхлаҫҫĕ. Вĕсем Вера Кузьминана, Нина Яковлевӑна тата ытти талантлӑ артистсене чунтан хисеплесе кĕтеҫҫĕ.

Чӑваш театрĕ килни кунти пирĕн культура кунĕсене питех те пуянлатрĕ.

Паян вара «Литейнӑйра»- Арсений Тарасовӑн «Туя туй пек тумалла» камичĕ.

Питĕрсем кунта та йышлӑн килессе шанас килет.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс — службин ертӳҫи.

Продолжить чтение

Назад: Илпек Микулайне Европа палăк лартать
Далее: Многонациональная воскресная школа приглашает на праздничный концерт

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57