(28 ноября 2017) «Мускав куççульсене шанмасть» кинора пӗр сăнар «Часах театрсем, хаçатсем, кӗнекесем пӗтеççӗ, вӗсем вырăнне йăлтах телевидени пулать», – тесе хăмсарать. Çак каларăш халӗ те тӳре тухаймасть-ха. Кӗнеке вăйӗ çаплипех хăватлă. Çакна нумай пулмасть Нурлат районӗнчи чăваш çыравçисем те çирӗплетрӗç. Кунта тухсатăракан «Туслăх» хаçат çумӗнчи «Асамат кӗперӗ» литпӗрлешӳ тӗрлӗ çӗрте вăй хуракан çынсене пӗрлештерсе тăрать: вӗрентӳ, журналистика, медицина… Вунă çул хушшинче литература анине «сухалакансем» иккӗмӗш кӗнеке кăларма пултарчӗç. «Эпир тăрăшни сая ан кайтăр, çак кӗнеке хăйӗн вулаканне туптăр», – тесе çырнă «Асамат кӗперӗн» иккӗмӗш кăларăмӗн умсăмахӗнче унăн редакторӗ Маргарита Литта.
Пултаруллăскерсем çынсен чӗрисене çунатлă сăмахпа тыткăнласа вӗсене хаçат-кӗнеке вулаканне çавăраççӗ. Çак кӗнекен хăтлавӗ (презентацийӗ) те питӗ чаплă иртрӗ. Авторсем хăйсен сăввисене вуларӗç. Итлетӗн те шухăша путатăн. Сăвăçсем хăйсем шăрçаланă йӗркесене кирлӗ пек интонаципе, пусăмпа çитереççӗ итлекен патне. Ахмадуллинăпа Евтушенко пекех. Юрă тăхтавӗсенче те тӗлӗнтерекенсем сахалăн пулмарӗç. Ирина Крайнова, Антонина Артамонова, Олеся Илифанова, Марина Матюшкина – хăйсен чӗрӗ сассисемпе Нурлатри Туслăх Çурчӗн хăнисене çак кун (ноябрӗн 25-мӗшӗ) тӗлӗнтерчӗç та савăнтарчӗç те. Анатолий Мрясов вара сăвăпа юрра пӗрлештерсе «Теркин монологне» чăвашлатса çаптарчӗ кăна! Нурлатри «Уяв» хăнин артистизмӗ, таланчӗ питӗ çӳллӗ шайра пулнине пурте çирӗплетме пултараççӗ.
«Туслăх» хаçат ӗçченӗсем пирки уйрăммăн каламалла. Вӗсем хаçата 2018 çулхи пӗрремӗш çур çулӗ валли çырнакансен хушшинче парнесем вылянтарчӗç. Чи чаплă парне – чăвашла кӗнеке! Çак хаçата вулакансен шучӗ ан чактăр тесе редакци ӗçченӗсем халăх хушшинче тӗрӗс ӗç илсе пыраççӗ.
Литература пӗрлешӗвне 10 тултарнипе саламлама ТР тава тивӗçлӗ юрисчӗ Александр Огонев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев килсе çитнӗ Хусантан. Вӗсем çыравçăсемпе сăвăçсем çинчен нумай ырă сăмахсем каларӗç, малашне те пулăшса пыма шантарчӗç.
Уяв питӗ çӳллӗ шайра иртрӗ. Уншăн вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçине Галина Терентьевăна тав сăмахӗ калас килет.
Сувар.