(22 января 2018) Кăрлачăн 24-мĕшĕнче, 17 сехетре Шупашкарти Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче Чăваш наци конгресĕ «Нацисен пуянлăхĕ- Раççей пуянлăхĕ» федераллă грант çĕнсе илнĕ проекчĕпе анлăрах паллаштарас тĕллевпе çавра сĕтел йĕркелет.
Унтах конгресс 25 çулне халалланă «ЧĂВАШ НАЦИ КОНГРЕСĔ. 1992-2017» кĕнеке хаклавĕ те иртмелле.
Кăларăмра – Чăваш наци конгресĕн 25 çул тăршшĕнчи ĕç-хĕлне туллин те анлăн, уççăн çутатакан документсемпе материалсем: кашни Аслă пуху, унăн Мăн Канашĕпе Президиумĕ çинчен каласа кăтартни, делегатсен сĕнĕвĕсемпе шухăшĕсем, ЧНК ертÿçисенчен илнĕ интервьюсем, вĕсен статйисем, Чăваш Республикин ертÿçисен Конгресс мероприятийĕсенчи сăмахĕсем, общество пĕрлĕхĕн тĕрлĕ вăхăтри уставĕсен тексчĕсем, Аслă пухусемпе Мăн Канаш, Президиум йышăннă декларацисемпе резолюцисем, чĕнсе каланисем тата ытти документ. Вĕсене хронологи йĕркипе вырнаçтарнă.
Кĕнеке сăн ÿкерчĕксенчен пуян. Кăларăмăн электрон версийĕ те пур.
Этнологсемпе историксем, политологсем, культурологсем, журналистсем, аслă тата вăтам вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсемпе аспиранчĕсем, обществăн тĕрлĕ сийĕ валли.
Редакци канашĕ:
Н.Ф. Угаслов (председатель),
В.А. Иванов, В.П. Иванов, П.В. Ивантаев, В.Л. Клементьев, П.С. Краснов, А.П. Леонтьев (председатель çумĕ), Н.Е. Лукианов,
А.А. Трофимов (председатель çумĕ), А.П. Хусанкай, З.А. Яковлева
Пĕтĕмĕшле редакци:
В.П. Иванов, истори наукисен докторĕ
А.П. Хусанкай, филологи наукисен кандидачĕ
Рецензентсем:
Н.И. Егоров, филологи наукисен докторĕ
А.И. Кибеч, педагогика наукисен кандидачĕ
В.П. Никитин (Станьял), филологи наукисен кандидачĕ
В.Г. Родионов, филологи наукисен докторĕ
Кĕнекен авторĕ, йĕркелекенĕ тата умсăмах çыраканĕ — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука сотрудникĕ А.П. Леонтьев. (сăнÿкерчĕкре).