(17 января 2018) Николай Федорович Угаслов Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проект ĕçне тĕплĕн йĕркелесе пыма тăрăшать.
Проектăн йĕркелÿ комитечĕн ертÿçи пулнă май палăртнă ĕçсен калăпăшне, йĕркине, мелĕсене тата кашни пайташăн ĕçне тĕрĕслесе, тишкерсе тăрать, кирлĕ канашсемпе пулăшать.
Кăрлачăн 15-мĕшĕнче те йĕркелÿ ушкăнĕ черетлĕ ларăва пуçтарăнчĕ, çитес вăхăтра проектпа палăртнă ĕç-хĕле пăхса тухса сÿтсе яврĕ.
Шупашкарти Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче кăрлачăн 24-мĕшĕнче «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проект ĕçлеме пуçланине пĕлтерес, унпа ытти халăхсен наципе культура автономийĕсене, культурăпа ÿнерте, наукăра тата ытти çĕрте вăй хуракансене тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе çавра сĕтел ирттермелле. Кунтах ЧНК 25-çулне халалланă кĕнекен хаклавне те йĕркелесшĕн. Николай Угаслов çак яваплă мероприятине хатĕрленес йĕркене пăхса тухрĕ, вĕсене кăсăклăрах ирттересси пирки йĕркелÿ ушкăнĕпе канашларĕ.
Кăрлач уйăхĕнче палăртнă Раççей Президенчĕн грант проекчĕн тата тепĕр пысăк ĕçĕ – Чăваш наци конгресĕ Мускав, Самара, Тутарстан, Тюмень тата ытти регионсенчи, Эстони çĕршывĕнчи чăваш наципе культура автономийĕсен пайташĕсемпе Питĕр хулине кайса килесси.
Кăрлачăн 27-28-мĕшĕсенче ЧНК хĕрĕх çынран тăракан делегацийĕ Питĕрти тата Ленинград облаçĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕсемпе унти Халăхсен туслăхĕн Çуртĕнче грант проекчĕпе çыхăннă темăсемпе «çавра сĕтелсем», чăваш тата ытти халăх культурипе паллаштаракан маçтăр-классем, гала-концерт тата ытти пулăмсем йĕркелемелле. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ тата грант проекчĕн ертÿçи Николай Угаслов ку мероприятине хатĕрленсе ирттерес енĕпе Ленинград облаçĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Валериан Анатольевич Гаврилов хăйсем енчен анлăн ĕçлессе шаннине каларĕ. ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев Питĕрти ытти чăваш автономийĕсем те ку яваплă ĕçрен пăрăнмасса шаннине пĕлтерчĕ.
Ларура Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем конгресс президенчĕпе пĕрле «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проектпа палăртнă пур мероприятисене те çĕнĕрен тишкерсе тухрĕç, вĕсене пурнăçа кĕртмелли майсемпе мелсене палăртрĕç. Çурла уйăхĕнче, проект планĕ тăрăх, Крымри Севастополь хули çывăхĕнче Аслă вăрçă вăхăтĕнче паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă чăваш салтакĕсене асăнса палăк уçмалла. Макетне унчченех хатĕрленĕ, анчах та тăкакĕ пысăккине кура ниме майлă укçа пуçтармалла. Çакна тăсса яни пăшăрхантарать Николай Угаслова. Лару пынă самантрах ку ĕçе хăвăртлатасси пирки Крымри чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçипе Андрей Яковлевпа та тÿрĕ çыхăнса калаçма ĕлкĕрчĕ вăл.
Унсăр пуçне конгресс хастарĕсем президиум пуçтариччен маларах ЧНК 2018 çул планне те пăхса тухрĕç.
ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.