Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ шкулсене çитсе килчĕ.

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ шкулсене çитсе килчĕ.

admin 01.09.2015

(1 сентября 2015) ЧНК Президенчĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата «ТУС» строительсен фирмин ертÿçи Николай Федорович Угаслов вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлама паян Шупашкарти пурĕ сакăр шкула çитме ĕлкĕрчĕ!

Пĕлÿ çурчĕсенче вăл ялан хисеплесе кĕтсе илекен хăна. Çапла, тĕп хулари çурçĕр хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă чылай шкула пысăк пулăшу парса тăрать-çке. Шкулсене юсаса çĕнетессине, йĕри-тавра тирпей-илем кĕртессине пысăк тимлĕх уйăрать ЧНК Президенчĕ тата «ТУС» хупă акционерла пĕрлешÿ ертÿçи. Ку шкулсенче Николай Угаслова шкул ертÿçисемпе вĕрентекенсем кăна мар, ачасемпе ашшĕ-амăшсем те хисеплени сисĕнсех тăрать.

Шкул ачисемпе вĕрентекенсене уявпа саламланă май, Николай Угаслов кашни шкула (1-мĕшпе 3-мĕш лицей, 39, 45, 48, 54, 59, 62-мĕш шкулсем) 30 шар пинлĕх пулăшу парассине ĕнентерекен хут (сертификат) парнелерĕ. Чăваш Ен ертÿçисем шкулсемпе ача сачĕсене малалла та пысăк тимлĕх уйăрассине, 2017-мĕш çултан патшалăхăн «Çĕнĕ шкул» программипе килĕшÿллĕн çĕнĕ Пĕлÿ çурчĕсем ÿссе ларассине каларĕ, пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕ Николай Угаслов.

Çавăн пекех ЧНК Президенчĕн пĕрремĕш çумĕ, Етĕрне районĕн хисеплĕ гражданинĕ Валерий Клементьев хăй çуралса ÿснĕ район шкулĕсене, «Сывă наци» комитет ертÿçи Юрий Зорин, «Вĕрентÿпе наука» комитет пайташĕ Геронтий Никифоров тата ытти ЧНК хастарĕсем тĕрлĕ шкулсене Пĕлÿ уявĕпе саламлама васкарĕç.

http://chnk.ru

Продолжить чтение

Назад: Чувашский институт гуманитарных наук отмечает 85-летие
Далее: Самый молодой город Чувашии – Новочебоксарск отпраздновал юбилейный 55-й День города

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57