Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин тутарстансене Конституци кунӗпе саламларӗ

Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин тутарстансене Конституци кунӗпе саламларӗ

admin 06.11.2020

(6 ноября 2020) Республикин Конституцийӗ кунта пурăнакан халăхсене пурне те пӗр пек правасемпе тивӗçтерсе хăйсен нацилӗхне упраса хăварма, культурине аталантарма, шкулсенче тăван чӗлхепе вӗрентме майсем туса пачӗ.

 

Хисеплӗ тăвансем, йăхташсем!

Ноябрӗн 6-мӗшӗ пирӗншӗн, тутарстансемшӗн, питӗ те пӗлтерӗшлӗ кун. Çак кун эпир Тутарстан Републикин Конституцийӗн кунне палăртатпăр. Тӗп закон йышăнни нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ Тутарстан халăхне пӗр чăмăра пуçтарса социаллă-экономика, обществăлла политика, культура, сывлăх сыхлав, вӗрентӳ, промышленноçпа производство енчен вăйлă республика туса хума пулăшрӗ.

 

e813a22ae991717f7a4453293d718b89

Тутарстан Республикин Конституцийӗ кунта пурăнакан халăхсене пурне те пӗр пек правасемпе тивӗçтерсе хăйсен нацилӗхне упраса хăварма, культурине аталантарма, шкулсенче тăван чӗлхепе вӗрентме майсем туса пачӗ. Республикăн аталанăвне чăваш халăхӗ те пысăк тӳпе хывни пире питӗ савăнтарать. Тутарстан ертӳçисем çакна курса пирӗн ӗçе тивӗçлӗ хак параççӗ, ун кирлӗлӗхне палăртаççӗ.

 

Пирӗн тӗп тивӗç вара гражданла яваплăхлă пулса малалла та республикăн аталанăвӗшӗн, унăн чечекленӗвӗшӗн, нацисен хушшинчи туслăха çирӗплетессишшӗн ӗçлесси. Ун валли республикăра мӗн пур майсем пур.

 

Тăвансем, сире пурсăра та ТР Конституцийӗн кунӗпе саламлатăп. Çемьере тăнăç пурнăç, ырлăх-сывлăх, телей, ӗçре ăнăçу сунатăп.

 

 

Информационный центр ЧНКА в РТ

 

 

Продолжить чтение

Назад: Мелодии чувашского народа прозвучали на гала-концерте фестиваля «Наш дом — Татарстан»
Далее: III республиканский онлайн фестиваль-конкурс «Возьмемся за руки, друзья!» объединит молодёжь Чувашии

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57