Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чăваш юрри те янăрарӗ çак каç

Чăваш юрри те янăрарӗ çак каç

admin 14.12.2017

(14 декабря 2017) Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимназире куллен тӗрлӗ мероприятисем ирттерсех тăраççӗ. Ак, нумай пулмасть унта Халăхсен туслăхӗн фестивалӗ иртрӗ. Вăл гимназире кашни çулах иртекен мероприятисенчен пӗри. Фестиваль пуçланиччен кашни класа пӗр-пӗр халăха суйласа илме май параççӗ. Вара гимназистсем суйласа илнӗ халăха «презентацилеççӗ» – çак халăх çинчен каласа параççӗ: вӗсен культури, историйӗ, апат-çимӗçӗ, йăли-йӗрки, паллăрах çыннисем пирки те каласа хăвараççӗ, юлашкинчен вара пӗр-пӗр илемлӗ номер: е юрă, е ташă кăтартса параççӗ. Кăçал чăваш, вырăс,белорус, армян, азербайджан, мари, чикан,удмурт, молдаван, кӗрешӗнсем çинчен каласа кăтартрӗç ачасем.

Раштав уйăхӗн 1-мӗшӗнче вара гимназире черетлӗ тӗлпулу иртрӗ. 28 çул каялла çак кун хулари чăвашсем Наталья Александровна Зотеева тăрăшнипе чăвашсен ентешлӗхне пуçтарнă. « Тамаша» халăх театрӗ, «Шăнкăрав» ансамбль артисчӗсем, ветерансем, шкул ӗçченӗсем Анат Камăри чăваш обществине йӗркелекенсене те аса илсе хăварчӗç: Н.А.Атряскина, Б.П.Никитина, Н.А.Зотеевăна, Н.Я.Пильщикова… Шел пулин те, Н.А.Зотеевăпа Н.Я.Пильщиков чирленӗ пирки çак уява килменччӗ.

Чăваш центрӗн хастарӗсем çитес çул валли плансем те палăртса хучӗç, иртекен çулăн ӗçӗсене пӗтӗмлетрӗç, Г.А.Ляхова кăçалхи юбилярсене Тав хучӗ парса чысларӗ: Д.И.Храмовпа С.А.Иванова — 80 çулхи, А.В.Илюхина — 70 çулхи юбилей ячӗпе. Чăваш юрри те янăрарӗ çак каç, чăваш ташши те савăнтарчӗ пурне те.

 

Людмила ИЛЬГУЗИНА.

Сувар.

Продолжить чтение

Назад: В Лениногорске поздравили чувашский фольклорный ансамбль «Шурă хурăн»
Далее: Путин: «Люблю Татарстан, в этом регионе у меня много друзей»

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57