(15 декабря 2017) Чăваш халăх сăмахлăхĕнче юрă чи аталаннă, чи анлă сарăлнă тĕс шутланать. Чăваш çĕр-шывне «çĕр пин юрă çĕр-шывĕ» тесе калани çакнах çирĕплетет.
Юрă – халăх пурнăçĕн тĕкĕрĕ тесе чăваш ваттисем ахальтен каламан. Чăнах та, унта чăваш халăхĕн пĕтĕм кун-çулĕ, йăли-йĕркийĕ, ăс-хакăлĕ, шухăш-кăмăлĕ курăнать. Хуйхи-суйхи, савăнăçĕ-кулянăвĕ, чун киленĕçĕпе юратăвĕ – пурте пур унта.
Юрă – халăх чунĕ тесе час-часах калаççĕ. Чăвашсен ваттисем юрламасăр чун чăтмасть тенĕ. Халăх ĕçре те, уявра та юрласа савăннă, ташланă. Туй-çуйра, ĕçкĕ-çикĕре е пĕр-пĕр ĕç тунă чухне çын юрласа хăй чунне уçса калама пултарнă.
Нумаях пулмасть мана «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмĕн «Ĕçпе йăла юррисем» кĕнекипе паллашма тÿр килчĕ. Ăна ăслăлăх ĕçтешĕсем Геннадий Юмартпа Татьяна Семенова хатĕрленĕ. Вĕсем тĕрлĕ çулсенчи халăх юррисене пухнă, тĕпченĕ, кĕнеке кăларнă.
«Ĕçпе йăла юррисем» кĕнеке унччен тухнă ултă томлă «Чăваш халăх сăмахлăхĕнчи» «Юрăсем» кăларăмран калăпăшĕпе чылай пысăкрах, содержанийĕпе те пуянрах. Кĕнекене хатĕрлекенсем пысăк ĕç тунă:Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнче упранакан тĕрлĕ çăлкуçран нумай материал илсе кĕртнĕ, вĕсенчен чылайăшне малтанхи хут пичетленĕ.
Авторсем вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене май пур таран сыхласа хăварма тăрăшнă. Архиври ал çырусен тексчĕсене çырăнса юлнă формипех пичетленĕ. Текстсене хăçан çырса илнине кура черечĕпе вырнаçтарса тухнă. Юрăсене хăçан, ăçта, камран кам çырса илнине, вĕсем мĕнле кĕнекесенче пичетленнине кăтартнă.
Кĕнекере текстсене жанрсем тăрăх виçĕ пысăк пая уйăрнă: ĕçленĕ чухнехи тата ĕç çинчен хывнă юрăсем, халăхри сийсен (социаллă ушкăнсен юррисем) тата çулталăкри йăла юррисем. Хăш-пĕр юрăсем тĕрлĕ вариантлă, çакă вара вĕсем ăçта-ăçта сарăлнине, епле улшăнса пынине кăтартаççĕ.
Чăваш халăхĕ – ĕçчен халăх. Тĕрлĕ ĕç-пуç тунипе пĕрле ĕç юррисем ытларах аталаннă. Ĕçленĕ чухнехи тата ĕç çинчен хывнă юрăсем маларах йĕркеленнĕ юрăсем шутне кĕреççĕ. Вĕсенчен пĕрисем ĕç юхăмĕпе çыхăннă (чăпта çапакансен, сăвай çапакансен, авăн çапакансен юррисем), теприсем тĕрлĕ ĕç йĕркине сăнлаканнисем (сÿс тыллакансен, пир çапакансен, утă çулакансен, кантăр акакансен, тырă выракансен юррисем).
Чăвашсен ушкăнпа тăвакан кашни ĕç валли хăйне уйрăм юрă пулнă. Тĕслĕхрен, кĕпер тунă чухне унăн юпине (сăвайне) юрласа харăс-харăс çапнă. Ĕçпе юрă кĕвви пĕр пек пулнăран сăвай юрри ĕçлекенсене хавхалантарнă, кĕпер юпине (сăвая) лайăх çапса лартма вăй панă.
Тепĕр пайĕ халăхри сийсен юррисем терĕмĕр. Ку ушкăнрисенчен удел хресченĕсен, бурлаксен, рабочисен, колхозниксен юррисене палăртса хăварар. Вĕсенче ĕç юхăмне палăртни ытларах, теприсенче ĕç йывăрлăхĕ çинчен калани тĕпре тăрать, хăш-пĕр чухне çак икĕ туртăм пĕрлешсех каяççĕ.
Çулталăкри йăла юррисем (сурхури, нартăван-кăшарни, çăварни, сĕрен, кĕр сăри, улах юррисем тата ыттисем те) чăваш халăхĕн кун тăрăм йăли-йĕркипе çулталăкри вăхăт çаврăмĕпе çыхăннă. Вĕсем авалхи асамлă, савăнăçлă е хурлăхлă йăласене палăртаççĕ. Йăла юррисем патĕнче ку е вăл йăлана тĕрлĕ енлĕ палăртакан, вырăнти уйрăмлăхсене çутатса паракан очерксене кĕртнĕ. Çакă вăл кĕнекери пуянлăх пĕлтерĕшне тарăнрах ăнкарма, юрă тексчĕсене мĕнле лару-тăрура юрланине лайăхрах пĕлме май парĕ.
Кĕнекене тĕрлĕ вырăнта пурăнакан чăвашсенчен çырса илнĕ ĕçпе йăла юррисен тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Вĕсенче халăхăн хăйне евĕрлĕ культурипе йăли-йĕрки лайăх палăраççĕ. Тăван халăхăн юрă еткерĕ питĕ пуян. Çав пуянлăх чăвашсен кун-çулне тĕрлĕ енчен сăнарласа кăтартать. Ĕçпе йăла юррисем ĕлĕкхи пурнăçа сăнласа панипе пĕрлех паянхи юрăçсемшĕн те ăсталăх виçи пулса тăраççĕ, йăхташсен пысăк чун хавалне палăртаççĕ.
Паянхи кун общество пурнăçĕнче чăваш чĕлхи пĕлтерĕшĕпе кирлĕлĕхĕ чакса пынă лару-тăрура юрăсене пухса вĕсене кĕнекен кăларса халăха тавăрса пани питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юрă пуххи халăхăн сăмахлăхĕпе чĕлхе пуянлăхне упрама хистет. Çак пархатарлă ĕçре, чăвашлăха аталантарас, тăван чĕлхене упраса хăварас тĕлĕшĕпе пире «Ĕçпе йăла юррисем» кĕнеке пысăк пулăшу кÿме пултарать. Кĕнекере ум сăмах, йăла очеркĕсем, библиографипе ăнлантарусем юрăсен пурнăçри вырăнне, пуянлăхĕпе илемне лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ.
«Ĕçпе йăла юррисем» кĕнеке чăваш халăхĕн юррисен пуянлăхне анлăрах уçса парать терĕмĕр. Унпа тĕпчевçĕсем, вăтам шкулта ĕçлекенсем, шкул ачисемпе студентсем, юрăçсемпе фольклор ушкăнĕсем туллин усă курма пултараççĕ.
Хальхи вăхăтра халăх юррисене фольклор ансамблĕсем шăрантарасси тепĕр хут вăй илсе пырать. Тунсăхласа çитнĕ ентешсем юрă пурнăçра кирлине ăнланса илсе уявсенче савăнса юрла пуçларĕç. Чăваш наци радио кашни çул ирттерекен «Иксĕлми çăлкуçсем» фольклор фестивалĕ те ку ĕçре пысăк хавхалану кÿрет. Çак кĕнеке юрă ăстисемпе хастар фольклор ушкăнĕсене пысăк усă парасса шанатпăр.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ