Проектӑн тӗллевӗ — Чăваш Енре пурӑнакан тата ун тулашĕнче тĕпленнĕ ентешсем патне çитсе вырӑнти йăла-йĕркене тĕпчесси, чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварасси тата ҫак ӗҫе ҫитӗнекен ӑрӑва явӑҫтарасси.
Çак проектпа килĕшÿллĕн культура комитечĕ тӑван республикӑри тĕрлĕ районӗсене тата Раҫҫей Федерацийӗн йăхташсем пурăнакан регионӗсене (Пушкăрт тата Тутар республикисене, Чĕмпĕр тăрӑхне) çитсе килме палӑртнă.
Кăçалхи çулçӳреве нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирхине 9 сехетре Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче пуҫласшӑн.
Тури чăвашсен йăли-йĕркипе паллаштаракан анлă мероприятине Калайкаси шкулӗнчи тата Юçкасси ялĕнчи культура çурчĕн фольклор ушкӑнӗсем хутшăнĕç.
Мероприятин тĕп лекторĕ — Чăваш халăх наукăпа ÿнер академийĕн ертÿçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Евгений Ерагин.
Кунтах ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем- ал-ĕç ăстисем, хореографсем, юрăçсем ăсталăх урокĕсем ирттерĕç, куравсем йĕркелĕç.
Тури чăвашсен йăли-йĕркипе паллаштаракан уçă вулавсене культура комитечĕ пурне те пĕрлештерекен вăйă картипе пĕтересшĕн.
ЧНК пресс-служби