Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • ЧНК Президенчĕ ентешлĕхсен ертÿçисемпе пĕрле Шупашкар хулин пуçлăхĕпе тĕл пулчĕ

ЧНК Президенчĕ ентешлĕхсен ертÿçисемпе пĕрле Шупашкар хулин пуçлăхĕпе тĕл пулчĕ

admin 11.12.2015

(11 декабря 2015) Паллă ĕнтĕ, тĕп хулара халĕ республикăмăрти кашни районăн тенĕ пекех ентешлĕхĕсем ĕçлеççĕ. Чăваш наци конгресĕ çак пĕрлешÿсемпе туслă çыхăнура.

Хальхи тĕл пулура та Леонид Черкесовпа пĕрле чылай ыйтăва татса пама май тупрĕç ентешлĕхсен ертÿçисем: малашне пĕрле ĕçлеме килĕшÿ тума документсем хатĕрлесси, хулана пурăнма мĕнлерех майпа тата та хăтлă тăвасси, паллă çынсене асăнса палăксем лартасси, Туслăх аллейи тума çĕр уйăрасси тата ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Кунтах ЧНКпа ентешлĕхсем пĕрле йĕркелесе пултаруллă ачасене «Чăваш елкине» йыхравлас ыйтăва та пăхса тухрĕç.

Республикăмăрти хуласемпе ялсенчи чи хастар ачасем валли тăван чĕлхемĕрпе, чăвашла юрă-ташăпа йĕркеленĕ Çĕнĕ çул уявĕ кăçал раштавăн (декабрĕн) 25-мĕшĕнче, «Çеçпĕл» кинотеатрта, 14 сехетре пуçланĕ.

Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа ЧНК президенчĕ Николай Угаслов сĕннипе ентешлĕхсем ку уява тĕплĕн хатĕрленме калаçса татăлчĕç.

Продолжить чтение

Назад: Перспективы развития чувашской литературы
Далее: ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Николай Угасловпа тата Юхма Мишшипе тĕл пулнă

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57