Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Николай Угасловпа тата Юхма Мишшипе тĕл пулнă

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Николай Угасловпа тата Юхма Мишшипе тĕл пулнă

admin 14.12.2015

(14 декабря 2015) Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăвашсен паллă çыравçипе Юхма Мишшипе тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕпе Николай Угасловпа тĕл пулнă.

Ĕçлĕ калаçăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Правительствин вице-премьерĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Казакова хутшăннă. Пухăннисем чăваш литературине аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. «Чăваш Республикинче наци чĕлхипе культурине комплекслă аталантарас тĕлĕшпе патшалăх политики тĕллев лартнă, хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрсен тарăн та паха культурине упраса хăварассишĕн тата ăна анлăрах сарассишĕн ĕçлет. Чĕлхепе культура — пирĕн тупра тата пуянлăх. Литература çулталăкĕнче регионти культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатнă. Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкне халалласа сахал мар пысăк мероприяти йĕркеленĕ, пĕтĕмпех вĕсем халăхăн йăли-йĕркипе çыхăннă», — тенĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ Юхма Мишшине тата Николай Угаслова хăйсене шанса панă ĕçе тухăçлă пурнăçланăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă, чăваш чĕлхипе литературине малашне те пуянлатса пырассипе активлă ĕçлеме сĕннĕ. Pегион Ертӳçине Чăваш Енри литература ăстисене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Юхма Мишши чĕререн тав тунă.

Продолжить чтение

Назад: ЧНК Президенчĕ ентешлĕхсен ертÿçисемпе пĕрле Шупашкар хулин пуçлăхĕпе тĕл пулчĕ
Далее: Назначен и.о. Председателя Чувашской автономии Татарстана

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57