Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн черетлӗ ҫулталӑкри пухӑвӗ иртрӗ.

Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн черетлӗ ҫулталӑкри пухӑвӗ иртрӗ.

admin 26.11.2015

(25 ноября 2015) Пухăва ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов хутшăнчĕ. Халӑх академикӗсем (вӗсене кӗскетсе ҫапларах калаҫҫӗ) хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ, йывӑрлӑхӗсене пӗлтерчӗҫ. Кун йӗркинче ҫавӑн пекех ҫӗнӗ пайташсене йышӑнасси те пулчӗ — вунӑ ҫынна халӑх академийӗн ретне кӗчӗ.

Вӗсен йышӗнче ЧНК Красноармейски уйрăмĕн пайташĕ Виталий Михайлов пулчӗ.

ЧХӐӲА президенчӗ Евгений Ерагин пухӑннӑ халӑх умӗнче кӗскен академи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, унта пуҫ хунисене асӑнса ирттернӗ мероприятисем кӑҫал сахал мар пулни пирки пӗлтерчӗ. Ку йӑлана вӑл мухтарӗ, анчах та Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ чӑвашсем пирки те манмалла мар терӗ, вӗсен мухтавлӑ та паттӑрла ӗҫне халӑха ҫитерме сӗнчӗ. «Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин паттӑрӗсене хальхи вӑхӑта ҫитсен те пӗр юрӑ та халалламан, пӗр юрӑ та ҫырман», — палӑртрӗ вӑл.

Пухӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче Евгений Ерагина юбилей ячӗпе саламласси пулчӗ. Шӑп ҫак кун вӑл 60 ҫул тултарчӗ. Юбиляра чылай халӑх академикӗ хӑйсен чи паха парнине — хӑйсем хатӗрлесе кӑларнӑ кӗнекене — парнелерӗҫ. Ӑшӑ сӑмах та Евгений Евстафьевич сахал мар илтрӗ.

Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем те Евгений Ерагина чун-чĕререн çавра çулпа саламлаççĕ.

Продолжить чтение

Назад: «ШУПАШКАР — ТЮМЕНЬ» видеоçыхăну ăнăçлă иртрĕ
Далее: «С песней по жизни в семье единой» посвятили Дню матери и 550-летию основания г. Чебоксары

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57