Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • «Чӑваш ҫыравҫисем. Чувашские писатели» открыткӑсен пуххи кун ҫути курнӑ

«Чӑваш ҫыравҫисем. Чувашские писатели» открыткӑсен пуххи кун ҫути курнӑ

admin 18.12.2015

(18 декабря 2015) Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш ҫыравҫисем. Чувашские писатели» открыткӑсен пуххи кун ҫути кӑтартнӑ. Ун пек пухха унччен те пичетленӗ. Пӗрремӗш хут — 1998 ҫулта. «Унтанпа литература пӗрлӗхӗнче самай улшӑну пулса иртнӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш кӗнеке издательстви.

Ҫакна издательство хӑш-пӗр ҫыравҫӑ «вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарнипе», хӑшӗ «Чӑваш Республикин халӑх писателӗ» ятпа тивӗҫнипе сӑлтавлать. Ҫакна открыткӑсен ҫӗнӗ пуххинче йӑлтах шута илнӗ-мӗн. Материалсене Эдурад Фомин пухса хатӗрленӗ.

«Ӗҫре эпӗ Порфирий Афанасьевӑн библиографи справочникне тӗпе хутӑм. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви 2006 ҫулта кӑларнӑ. Унтанпа вӑхӑт самай иртрӗ. Хӑш-пӗр писательпе поэт пирӗнпе ҫук ӗнтӗ. Ҫавна йӑлтах эпӗ хушса пуянлатрӑм. Чӑваш энциклопедийӗнчи материалсене усӑ куртӑм», — тенӗ чӗлхеҫӗ.

Пухха 50 паллӑ ҫыравҫӑпа поэтӑм портречӗ кӗнӗ.

Продолжить чтение

Назад: Чăваш пики — пуласлăх хуçи
Далее: Литература çулталăкне пĕтĕмлетсе

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57