Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Çӗпрелӗнче Мироновпа Чебановăн палăкӗ уçăлать

Çӗпрелӗнче Мироновпа Чебановăн палăкӗ уçăлать

admin 24.08.2017

(24 августа 2017) Çӗпрел районӗ хăйӗн паттăр тата паллă ентешӗсемпе тивӗçлипех мăнаçланать. Райцентрта вӗсене халалласа Паттăрсен аллейине те уçнă.

Чи тӗлӗнмелли вара аллея çӗнӗ палăксемпе çӗнелсех тăни. Августăн 30-мӗшӗнче ирхине 10 сехетре те кунта хаваслă мероприяти пулать. Паллă ентешсен – Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралнă Раççей математикӗн, методисчӗн, финанс математики, геометри, арифметика учебникӗсен авторӗн Павел Миронович Мироновăн (1861-1921) тата Çӗнӗ Шăхалӗнче çуралнă чăваш çыравçин, драматургӗн, публицисчӗн Анатолий Сафронович Чебановăн (1937-2011) палăкӗсене (авторӗ Н. Кондрашкин скульптор) уçаççӗ.

Раççей наукинче тата чăваш литературинче паллă йӗр хăварнă ентешсен ячӗсене çапла майпа ӗмӗрлӗхе хăварни калама çук пысăк та сăваплă ӗç. Вӗсем çакна чăннипех тивӗç. Район ертӳçисене тата палăксен авторне Н. Кондрашкин скульптора куншăн çӗре çити пуç тайса тав тăватпăр.

Сувар.

Продолжить чтение

Назад: В Нурлате проходит школьная ярмарка
Далее: В Доме Дружбы города Нурлат назначен новый директор

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57