(3 августа 2017) Иртнӗ шăматкун, июлӗн 29-мӗшӗнче, Заинск хулинче пуçласа пӗрремӗш хут «Утăфест» («Сенофест») нумай нациллӗ культура тата йăла-йӗрке арт-фестивалӗ иртрӗ.Мероприяти программи, йӗркелӳçӗсем шантарнă пекех, чăннипе те питӗ анлă та интереслӗ пулчӗ. Рыцарьсен турнирӗпе джигитовка ăсталăхӗнчен пуçласа утă капанӗсене ывăтни таранчченех курма пулчӗ кунта.
Кунӗпех тимӗрçӗсен, пир тӗртекенсен, ал ӗç, тăм савăт ăстисен, кулинарсен, утăран сувенирсемпе пуканесем ăсталассин мастер-класӗсем иртрӗç. Кăмăл тăвакансем «Эко-хула» площадкăра утăран арт-объектсем ăсталарӗç пулсан, «Экстрим» площадкăра тем пысăкăш таканккапа ярăнчӗç, ятарлă башня çинчен утă купи çине сикрӗç, газонокосилкăсен ăмăртăвне хутшăнчӗç тата ытти те. Ачасене те кичем пулмарӗ утă уявӗнче. Вӗсем хаваспах утăран тунă лабиринтран тухма çул шырарӗç, халăх вăййисене вылярӗç. Кунсăр пуçне ял хуçалăх профессийӗсемпе çывăхрах паллашса вăхăтлăха доярка, механизатор, агроном пулса курчӗç.
Экстремаллă тата активлă спорта кăмăллакансем вара утă çулакансен тата «Утăмарафон» ăмăртăвӗсене хутшăнчӗç. Пӗрремӗшӗсем утă çулассинче ăсталăхпа хăвăртлăх кăтартрӗç пулсан, марафона хутшăнакансен вӗренрен тунă элементсенчен тăракан ятарлă дистанцисене çӗре лекмесӗр иртмеллеччӗ.
Элмет районӗнчи Ерӗспел ялӗн «Альметьевск рулит» команди те марафонра мӗнпур вăйне хучӗ.
Фестивале кайма хавхалантараканӗ, пуçтарса илсе каяканӗ ялти çамрăксен лидерӗ Ольга Шакмакова пулнă иккен.Элмет хулипе районӗнчен фестивале икӗ команда хутшăнчӗ. Пӗрисем эпир, ерӗспелсем, пултăмăр (Ерӗспел клубӗн ертӳçи Екатерина Николаева, клуб аккомпаниаторӗ Ольга Чистова, Элметри политехника техникумӗн студенчӗсем Сергей Мартемьяновпа Руслан Кузьмин). Питӗ кăмăла кайрӗ фестиваль. Утăран çавăн чухлӗ япала тума пулнине пӗлмен те эпӗ. Мӗн кăна тума çук иккен! Фестиваль шайӗнчи арт-объектсен конкурсне те хутшăнтăмăр, килтен утăран «А» саспалли туса кайрăмăр. Ăна суйлани ахальтен мар, вăл пирӗн
район центрӗн ячӗн пӗрремӗш саспаллийӗ. «Утăмарафонра» та ăмăртрăмăр. Çӗнтереймерӗмӗр пулсан та асăнмалăх дипломсемпе, тулли кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр, – каласа пачӗ Ольга.
Сувар