Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Гала-концерта чи лайӑххисем, чи пултаруллисем хутшӑнаҫҫӗ

Гала-концерта чи лайӑххисем, чи пултаруллисем хутшӑнаҫҫӗ

admin 02.03.2021

(2 марта 2021) Ӗнер Хусанта этнокультура компоненчӗллӗ тата вырсарни шкулӗсенче вӗренекен ачасен фестивалӗн Гала-концерчӗ иртнӗ. Унта виҫӗ номинаципе – вокал, хореографи, халӑх пултарулăхӗ – 12 номер кӑтартнӑ

«Халӑх пултарулӑхӗ» номинацире Ҫӗнӗ Шуҫӑм районĕнчи Чӑваш Шупашкар ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекен ачасен «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ушкӑна Людмила Ильдулова ертсе пырать. Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ фестиваль те мала тухни – пысӑк ҫитӗнӳ.
Ачасене ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин алӑ пуснӑ дипломсӑр пуҫне 12 пин тенкӗлӗх Сертификат та панӑ, тесе пӗлтерет
Ҫӗнӗ Шуҫӑм районĕнчи Чӑваш наципе культура центрӗн председателӗ Владимир Охотников.
Ачасен юрӑ-ташӑ фестивалӗн Гала-концертне Пӑва районӗнчи Пӳркел вӑтам шкулӗнче вӗренекен ачасен «Ритм» ташӑ ушкӑнӗ те, Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш уйрӑмӗнче вӗренекен пӗртӑван Софияпа Стефания Чаркинӑсем те, Спасски районӗнчи Яшпашел шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑнса тӗрлӗрен вырӑнсем йышӑннӑ.

Фестивалӗн Гран-прине Хусанти Туслӑх Ҫуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи тӗрлӗ халӑх ачисене пӗрлештерекен «Мерченсем» ушкӑн йышӑннӑ.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/gala-kontserta-chi-laykhkhisem-khutshna

Информационный центр ЧНКА в РТ.

Продолжить чтение

Назад: Народному чувашскому ансамблю «Чӗкеҫ» 30 лет
Далее: Юхма Мишшипе Хусанта тӗлпулма чӗнетпӗр

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57