(27 апреля 2017) Тунтикун Течче районенчи Канна-Кушки яленче Иван Яковлевăн ентешĕсем, хăнасене кĕтсех тăнăскерсем, Хусантан тата Шупашкартан çитнисене çывăх тăвансем пек йышăнчĕç. Теччĕ район администрацийĕн Культура пайĕн пуçлăхĕ Юрий Сиякин, ку районти чăваш наци культура центрĕн ертÿçи Володар Тимофеев, Кăнна Кушки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Гаврилов , Анатолий Байдеряков вĕрентекен, ял халăхĕ тата шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Çанталăк çумăрлă пулнипе Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунне тата Чăваш Чĕлхи уявне шкулти коридорта, Патриархăмăрăн бюсчĕ умĕнче пуçларĕç. Митинга И. Яковлев музейĕн директорĕ Алексей Пыркин йĕркелесе пычĕ. ЧНКА Еставкомен ертуси Владимир Викторович Иванов, «Сувар» хасат теп редакторе Константин Анатольевич Малышев, Чăваш Ен делегацийĕ ячĕпе Чăваш Республикин Культура министерствин тĕп специалисчĕ Алексей Иванович Грачев тухса калаçрĕс, Кăнна Кушкисене Иван Яковлевич эткерлĕхне упранăшăн тав турĕ, парнелĕх чăвашла кĕнекесем пачĕ.
ЧНК президенчĕн Николай Угасловăн саламне митинга пуçтарăннисем патне унăн çумĕ Нина Пантелеевна Петрова илсе çитерчĕ. «Иван Яковлевăн çутă ятне пулас ăрусем валли упраса пурăннăшăн ЧНК ячĕпе чунтан тав тăватпăр сире»,- терĕ вăл сăмахне вĕçленĕ май.
Аслă Вĕрентекене сума суса шкул ачисем сăвăсем вуларĕç, аслисем — чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки, Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн эткерлĕхне упраса хăварасси çинчен калаçрĕç. Митинга пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç, пĕр хушă шăп тăчĕç.
Ялти музейпа та паллашма ĕлкĕрчĕ делегацийĕ.
Делегаци И.Я.Яковлев кун çути курнă çурт вырăнĕнчи ку ялта çуралнă паллă çынсене асăнса лартнă мемориал комплексĕ умĕнче чарăнчĕ, унта та чĕрĕ чечексем хучĕ, часавая кĕрсе çуртасем лартрĕ.
Çанталăка пăхмасăр Кăнна Кушкинчи культура çуртĕнче халăх самаях пуçтарăнчĕ, ял халахе килнĕ хăнасене хапăл туса йышăнчĕ.
Чаван Ерен килнĕ чăвашлăхшăн ĕçлекен хастарсене пурне те сăмах пачĕç, вĕсен шухăш-кăмăлне тăнларĕç кăнна-кушкăсем.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчен инçе çула кĕскетсе килнĕ «артистсен» илемлĕ чăваш тумĕсене курса, янравлă тăван юррăсене итлесе киленчĕç вара Яковлевăн ентешĕсем.
Çитес çул Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Çак ятпа Кăнна Кушкинче питĕ анлă уяв иртмелле. Кун пирки те калаçма вăхăт тупрĕç уявра, яла туризм маршручĕ йĕркелес майсене те шырарĕç тата тĕлпулура.