(29 января) Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ, Николай Филиппович Ильбеков, çуралнăранпа кăçал 100 çул çитет.
1. Илпек Микулайĕ романа уйрăм кĕнекен «Хура çăкăр» ятпа пичетлесе кăларнă. Ăна автор малтан урăхла икĕ тĕрлĕ ят панă пулнă иккен. Романăн малтанхи ячĕсем мĕнле пулнă-ши?
2. «Хура çăкăр» роман прологран пуçланать. Романшăн пролог пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тухнă. Ăна автор хайлав тытăмне мĕнле тĕллевпе кĕртнĕ? Пролог пĕлтерĕшне уçса парăр.
3. Ашшĕн, Çамаккан, чунĕ тухсан сар енчĕкпе унти япаласене Элентей кампа, мĕнле пайлать? Кама мĕн-мĕн панине палăртăр. Енчĕкпе унти япаласем Шерккейпе Элентей пурнăçĕнче улшăнусем пуласси çинчен пĕлтереççĕ-ши е пĕлтермеççĕ-ши. Каланине сăлтавласа тулли хурав çырăр.
4. «Хура çăкăрти» тĕп ĕç-пуç тĕпрен илсен икĕ йăхăн пурнăçĕпе çыхăннă: пĕри — Çамакка, тепри — Манюр папай йăхĕ. Эсир Шерккейпе Кантюк çемйисен 3 ăрăвĕнчи сăнарсене 3 ушкăна: 1-мĕш ăру, 2-мĕш ăру тата 3-мĕш ăру тесе ушкăнласа çырăр.
5. «Хура çăкăр» романăн тĕп шухăш пуянлăхне автор чи малтан Шерккей сăнарĕпе уçса кăтартать. Тĕп геройăн пĕтĕм шухăш-кăмăлĕ — хуçалăха çирĕплетесси, пурлăх ÿстересси. Шерккей питĕ ĕçчен. Ăна автор: «Шерккей хăй килĕнче яра кун ĕçсĕр ларас пулсан чирлесе ÿкнĕ пулĕччĕ», — тет. Шерккей тĕлĕнмелле ĕçчен пулнине тата килте лара-тăра пĕлменнине романри чи витĕмлĕ (чи курăмлă) 3 тĕслĕхпе çирĕплетĕр.
6. Шерккейĕн мул пухас ĕмĕтне уйрăмах пуян Кантюк патне хăнана кайса килни çунатлантарса ярать. Кантюкăн чаплă та çирĕп кил-çурчĕпе хуралтисене çывăхра курсан япала хакне пĕлекен Шерккей: «Çакăн пек пурăнаççĕ иккен пуянсем…», — тесе ăмсанса шухăшлать. Çакăн хыççăн пуяс ĕмĕтне пурнăçлама вăл хăйĕн килĕнче мĕн-мĕн тата мĕнле ĕçсем тăвать?
7. Шерккей çунса кайсан хăрушă инкек-синкек авăрне кĕртсе ÿкерекен япала тупать. Тупнă япала Шерккей пурнăçне мĕнле улăштарса ярать?
8. Кÿршĕ ялĕн Сантăр Палюкĕ тăлăх Тухтара юратса тĕрлĕ вăхăтра 2 япала парнелет. Мĕнле-мĕнле япаласем асăнмалăх парнеленĕ-ши вăл?
9. Тухтар Селимене 2 хут вилĕмрен хăтарать. Мĕнле-мĕнле хăрушă инкексенчен Селимене çăлнă-ши вăл?
10. Селимепе Тухтар хăйсен юратăвне çирĕплетсе пĕр-пĕрне парне параççĕ. Мĕнле парнесем-ши вĕсем?
11. Селиме 18 çула çитиччен тăван килĕнче телейлĕ пурăнать. Хĕрĕн телейлĕ пурнăçĕ мĕнле лару-тăрăва лексе мĕнпе вĕçленет?
12. Мĕне ăнланса илнипе тата мĕнле усал хыпарсене пула Селиме хăй çине алă хурать, шыва сиксе вилет?
http://hypar.ru
13. Селимен синкерлĕ кун-çулĕ чăваш литературинчи хăш-хăш сăнарсен шăпине çывăх? Каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.
14. Романри хăш сăнар чухăн хресченсен ачисен пурнăçĕпе шăпи пирки шухăшланă чухне хытă чунлă, хĕрхенÿсĕр пулни палăрать?
15. Роман ячĕн пĕлтерĕшне уçса парăр. «Хура çăкăр» ятлă вăл. Çакăн пек ят хайлава мĕншĕн панă-ха?
Викторина йĕркелекенсем: Юлия Анисимова, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн пайташĕ тата Геронтий Никифоров, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ.
«Хура çăкăр» роман викторине» тесе палăртнă ĕçе çак адреспа ярса парăр: 428019, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13, «Хыпар издательство» çурчĕ, «Самант» журнал редакцийĕ. Электронлă адрес: tantas@list.ru
http://hypar.ru