Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Илпек Микулайне Европа палăк лартать

Илпек Микулайне Европа палăк лартать

admin 10.04.2018

(10 апреля 2018) Кириллицăна халалланă тӗнчери пӗртен-пӗр музей Болгарири Плиска хулинче вырнаçнă. «Кириллица картишӗ» тесе ят панă ăна йӗркелӳçи Карен Алексанян. Унта кириллицăпа усă куракан халăхсен çыравçисен аллейи те пур. Тӗнчипе паллă 80 çыравçăн палăкӗ йышӗнче çывăх вăхăтра чăваш литература классикӗн Илпек Микулайӗн бюсчӗ те тивӗçлӗ вырăн йышăнӗ. Бюста Карен Алексанян укçи-тенкипе чăваш скульпторӗ Николай Кондрашкин хатӗрленӗ те ӗнтӗ.

 

Анчах та Болгарие бюста илсе çитерме инçе кăна мар, кансӗр те, мӗншӗн тесен таможня урлă иртмелле. Çавăнпа та Карен Алексанян нумай пулмасть ЧР Пуçлăхӗ М.Игнатьев патне çырупа тухса бюста Болгарие илсе çитерме тата таможня тӗрӗслевне иртме пулăшма ыйтнă. «Кириллица картишӗн» йӗркелӳçи культурăпа истори комплексӗнче Илпек Микулайӗн бюстне май уйăхӗн 11-мӗшӗнче уçма хатӗрленнине те пӗлтернӗ, çак мешехене М.Игнатьева хутшăнма йыхравланă.Çапла майпа «Кириллица картишӗнче» чăваш литературипе пӗрлех чăваш скульпторӗсен ăсталăхне те кăтартасшăн вăл.

 

(Н.Кондрашкин сăнӳкерчӗкӗнче Илпек Микулайӗн Плиска хулинчи музей валли хатӗрленӗ бюсчӗ).

Сувар.

Продолжить чтение

Назад: ТР Патшалăх Канашӗнче чăваш ӳнерçин куравӗ уçăлчӗ
Далее: Чӑваш театрĕ Питĕр хулинчи культура кунĕсене пуянлатрĕ

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57