(18 апреля 2018) Иртнĕ шăматкун Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксура республика шайӗнчи мероприяти – И.Я.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне халалланă регионсен хушшинчи наукăпа-практика конференцийӗ иртрӗ. Унта Çӗпрел районӗнчи 18 шкултан тата Чăваш Республикин Шăмăршă районӗнчи шкултан вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хутшăнчӗç. Конференци тăватă секцие пайланса ӗçлерӗ: пӗрремӗшӗ – «И.Я.Яковлевăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ» тӗпчев ӗçӗсем, унта 7-11-мӗш классем хутшăнчӗç; иккӗмӗшӗ – «И.Я.Яковлевăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ», «Тăван чӗлхе – анне чӗлхи» темăсемпе сăвă çырасси, илемлӗ вуласси; виççӗмӗшӗ – Иван Яковлевăн кӗске калавӗсем тăрăх инсценировкăсем лартасси; тăваттăмӗшӗ – Иван Яковлевăн калавӗсем тăрăх картинăсем ӳкересси.
Иван Яковлевич Яковлевăн 170 çулхи юбилейне пӗтӗм чăваш тӗнчи палăртать. Çӗпрелӗнчи Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ йышăннипе районта çак чыслă яваплăха Аслă Аксури вăтам шкул тивӗçнӗ. Шкул директорӗ Юрий Мутин çак сӗнӗве хапăл туса йышăннă. Каласа хăвармалла, йӗркелӳçӗсем суйлавпа йăнăшман. Аслăаксусем панă тивӗçе мӗнпур тăрăшулăхпа, яваплăхпа пурнăçланă. «Ку пӗтӗмпех мӗнле-тӗр ӗç ушкăнӗн тивӗçӗ кăна тесе калаймастпăр, мӗншӗн тесен шкул коллективӗ вӗрентекенсемпе вӗренекенсенчен пуçласа техничкăсем таранах ӗçе кӳлӗнчӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Храмов та пултарнă таран тăрăшрӗ, пӗрле ӗçлерӗмӗр ӗнтӗ», – терӗ Юрий Сергеевич хатӗрленӳ ӗçӗсем пирки. Кивӗ Чакăри чиркӗвӗн пачăшки Олег атте пысăк пулăшу панине те палăртса хăварчӗ.
Мероприяти Аслă Аксури Культура çуртӗнче уçăлчӗ. Вăл Шупашкарпа Хусан хулисенчен килсе çитнӗ хăнасем хутшăннипе иртрӗ, çавсен хушшинче ку ялта çуралса ӳснӗ, Чăваш наци телевиденийӗн ертӳçин çумӗ Александр Магарин, ЧНК президенчӗн вӗрентӳ енӗпе çумӗ Геронтий Никифоров, Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ шкулти чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ольга Владимирова, «Тантăш» хаçат редакторӗ Алена Ларшникова, ТР писательсен союзӗн пайташӗ, Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗн яваплă секретарӗ, поэт тата писатель Евгений Турхан, ЧНКА Ӗçтăвком председателӗн вӗрентӳ енӗпе çумӗ, журналист Ирина Трифонова, «Сувар» хаçат дизайнер-верстальщикӗ Светлана Колесникова, «Хусан чăвашӗсем» ушкăн ертӳçи, композитор Алексей Наумов, Çӗпрел районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Алексей Ярухин, Аслă Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Храмов пулчӗç.
Мероприятин официаллă пайӗ хыççăн конференцин секцисен ӗçӗ пуçланчӗ. Виççӗмӗшпе тăваттăмӗш секцисен ӗçӗ Культура çуртӗнчех тӗпленчӗ, малти икӗ секци вара хирӗçри шкула каçрӗ.
Пӗтӗмлетӳсене Культура çуртӗнче тепӗр хут пуçтарăнса турăмăр. Кашни номинацирех çӗнтерӳçӗсене палăртса вӗсене Хисеп хучӗсемпе чысларӗç, конкурса хутшăннисене те кӳрентермерӗç – пурне те дипломант сертификатне пачӗç.
Конференци, тӗрӗс те, çав тери аван, ырă атмосферăра иртрӗ. Кунта ӗнтӗ шкул директорӗн Юрий Мутинăн ертӳçӗ ăсталăхӗнчен те нумай килет. Вăл хăй тавра туслă те вăйлă команда пуçтарнă. Çакна ку шкула 20 çул ытла ертсе пынă Виктор Лухманов та палăртрӗ, вăл вара сăмаха пустуй калаканни мар. Паллах, вӗрентекенсене тав тăвас килет, Тутарстанри чăваш шкулӗсенчи чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем çав тери пултаруллă, хастар. Вӗсем тăрăшнипе республикăра питӗ нумай мероприятисемпе проектсем йӗркеленеççӗ. Тав вӗсене, çакăн пек çынсем пур чухне чăваш чӗлхин пуласлăхӗ пур.
Ирина Гордеева.