(26 мая 2017) Республикăри чăвашсен хаçачĕн Кубокĕшĕн футболла вылясси йăлана кĕрсе пырать.
Кăçал та Пăвари тӗп стадионра 2006-2007 çулсенче çуралнă вӗренекенсем вăй виçӗç. Турнира пăвасене кăна мар, Çӗпрел, Камско- Устьински, Теччӗ районӗсен командисене чӗннӗ. Çак ăмăртăва йӗркелекенсем Пăва районӗнчи чăваш наципе культура центрӗ тата Пăвари ачасен спорт шкулӗ. Июнӗн 1-мӗшӗнче 10.00 сехетре футбола кăмăл тăвакансене Пăвари тӗп стадиона чӗнеççĕ .
«Сувар» хаçат.