(25 апреля 2021) Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче кӑҫалхипе 22-мӗш хут регионсен шайӗнчи «Кӗмӗл сасӑ»фестиваль-конкурс ӑнӑҫлӑ иртрӗ.
Самар, Тюмень, Ленинград, Чӗмпӗр, Тутарстан, Пушкӑр тӑрӑхӗсенчен тата Чӑваш Ен районӗсенчен пурӗ 18 ҫамрӑк чӑваш юррине юрлас ӑсталӑхне кӑтартас тӗлӗшпе тӑрӑшрӗ.
Вӗсене сумлӑ тӳресем хакларӗҫ.
Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Смирнова, Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина, Самар тӑрӑхӗнчи чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫи Людмила Павлова, Чӑваш халӑх артисчӗ, оперӑпа балет театрӗн директорӗ Валерий Клементьев, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин тухтӑр, ЧНК Ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Павел Вязов тата Чӑваш эстрада юрӑҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Алина Федорова юрӑҫ ҫамрӑксен ӑсталӑхне тимлӗн итлерӗҫ, тӗрӗс хак пама тӑрӑшрӗҫ. Баллсене шутласан чи ҫӳллӗ хака Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Казанцев тивӗҫрӗ.
Вӑл Гран-при ҫӗнсе илсе ЧНК президенчӗн Николай Угасловӑн хаклӑ парнине тивӗҫрӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Питӗр хулинчен килнӗ Марина Кириллова тухрӗ. Ӑна Павел Вязов 15 пин укҫа парса хавхалантарчӗ.
Иккӗмӗш вырӑна Тутарстан чӑвашӗсемшӗн тупӑшнӑ Валерия Юманова тивӗҫрӗ. Ӑна Юрий Зорин депутат укҫан хавхалантарчӗ.
Виҫҫӗмӗш сумлӑ вырӑна Чӗмпӗр хӗрӗ Мария Ямшикова, Шупашкар хӗрӗ Анастасия Кириллова, Куславкка пики Дарья Моранькова тата Элӗк каччи Сергей Иванов пайларӗҫ.Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ Анастасия Мазурова, Муркаш пики Ангелина Крючкова дипломантсем пулса тӑчӗҫ.
Жюри пайташӗсем чи илемлӗ саслӑ юрӑҫ тесе Шупашкар районӗнчен ҫитнӗ Тимофей Тумакова, куракансем кӑмӑлланӑ юрӑҫ тесе Самартан инҫе ҫула кӗскетсе килнӗ Софья Бурмистровӑна, хӑйне евӗр ӑста юрлакан юрӑҫ тесе Пушкарт Республикишӗн тупӑшнӑ Ляйсан Федорована йышӑнчӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Шевле» вокал ушкӑнне чи лайӑх ансамбль тесе хакларӗҫ.
Конкурса хутшӑннӑ ҫамрӑксем пурте спонсорсем хатӗрленӗ парнесене тата дипломсене тивӗҫрӗҫ.
Конкурс мӗнле иртнине залти куракансемсӗр пуҫне ЧНК «В Контакте» ушкӑнӗнчи турӗ эфирта 15 пин ҫынран та ытларах пӑхрӗҫ.
ЧНК пресс-центре
Информационный центр ЧНКА в РТ