Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • К.Иванов çутă сăнарĕ пире ĕмĕр кирлĕ

К.Иванов çутă сăнарĕ пире ĕмĕр кирлĕ

admin 29.05.2018

(29 мая 2018) Чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 128 çул çитнине халалланă уяв ĕнер Шупашкарта Хĕрлĕ тÿремре иртрĕ.

Мероприятие ЧР Культура министерствин ĕçченĕсем, поэтсемпе писательсем, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн студенчĕсем, поэзие юратакансем, общество деятелĕсем хутшăнчĕç. ЧР культура министрĕ Константин Яковлев Константин Иванов чăваш халăхĕшĕн, тĕнчешĕн сумлă вырăн йышăннине, ăна яланах асăмăрта тытмаллине, унăн ырă ячĕ, çутă сăнарĕ, пархатарлă ĕçĕсем чăваш чĕлхишĕн ĕмĕр-ĕмĕр кирлине палăртрĕ. Митингра ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов, Раиса Сарпи, Светлана Асамат поэтсем, артистсем, ÿнерçĕсем, культура деятелĕсем сăмах каларĕç. Чи кăсăкли — вилĕмсĕр «Нарспи» поэма сыпăкĕсене Константин Яковлев министртан пуçласа поэтсем, ЧР Культура министерствин ĕçченĕсем, артистсем, педуниверситетпа культура институтĕнче вĕренекенсем вуларĕç. Ун хыççăн Константин Иванов палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ. (ЧР культура министерствин сайтĕнчи сăнÿкерчĕк)

Продолжить чтение

Назад: И стар, и млад празднику рад
Далее: «Троица юррисем» кăçал июнӗн 2-мӗшӗнче

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57