Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • «Кĕмĕл сасă — 2020» фестивале кăçал Çĕпрел хĕрĕ Валерия Юманова хутшăнать

«Кĕмĕл сасă — 2020» фестивале кăçал Çĕпрел хĕрĕ Валерия Юманова хутшăнать

admin 05.11.2020
(5 ноября 2020) Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта Тĕнчери чăваш эстрада юррисен XXI «Кĕмĕл сасă — 2020» фестиваль-конкурсĕ иртĕ.

афиша кемел саса 2020
«Кĕмĕл сасă» конкурс Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе çулсерен пултаруллă, юрлама ăста çамрăксене пуçтарать. Анчах эпир ăна кашни çулах çынсем каланине шута илсе, сĕнÿ-канашсене тĕпе хурса çĕнĕлĕхсемпе пуянлатса, улшăнусем кĕртсе пыратпăр.
Тĕп тĕллев вăл, паллах, тăван культурăна, тăван чĕлхене упраса хăварасси, аталантарасси. Кăçал çуркунне ирттерме палăртнă, хатĕрленсе çитнĕ конкурса коронавирус хăрушлăхне пула йĕркелеме май килмерĕ. Анчах та ăмăртăва хутшăнас кăмăллă çамрăксем ыйтнипе, Роспотребнадзор канаш панипе йăлана кĕнĕ фестивале кăçал чÿк уйăхĕнче куракансемсĕр ирттерме шутларăмăр.
Жюри тимлĕн итлесе, баллсене шутласа чи пултаруллисене палăртĕ, сумлă парнесемпе тата дипломсемпе чыслĕ. Пултарулăх тупăшăвне çирĕме яхăн уйрăм тата ушкăнпа юрлакан çамрăк хутшăнĕ.
Тутарстан, Пушкăрт, Питĕр тăрăхĕсенчен тата хамăр республикăран юрлас ăсталăхне кăтартса тупăшма хатĕр. Вăхăт кăшт пур, тен тата ытти регионсенчен, Чăваш Ен районĕсенчен чăваш ывăл-хĕрĕ килĕ. Вĕсен вара хутшăнас кăмăллине ыйтса çырса документсене congress21@mai.ru конгресс эл. адресĕпе ( статья вĕçĕнче положени пăхăр) ярса памалла.
Раççей регионĕсенче пурăнакан йăхташăмăрсем Чăваш Ене килни — пирĕншĕн яланах пысăк уяв. Çакнашкал мероприятисем халăха пĕрлештереççĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов каланă пек — пĕрлĕхре вара вăй!
Конкурс чÿкĕн (ноябрь) 14-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш çамрăксен театрĕнче 13.00 сехетре пуçланать.
Пресс-центр ЧНК.
Информационный центр ЧНКА в РТ.

Продолжить чтение

Назад: Поздравление президента ЧНК Николая Угаслова
Далее: Мелодии чувашского народа прозвучали на гала-концерте фестиваля «Наш дом — Татарстан»

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57