(5 октября 2017) Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи çамрăксен «Хастар» ушкăнĕн ларăвĕ иртрĕ.
Юлашки вăхăтра ушкăнăн ертÿçĕ çуккипе çамрăксен хастарлăхĕ чакнăччĕ, çавăнпа та конгресс ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Валерий Клементьев çине тăнипе ушкăна çĕнетме, çĕн ертÿçĕ суйлама шутларĕç.
Хальхинче конгреса чăваш яш-кĕрĕмĕнчен чи хастаррисем пуçтарăнчĕç. Чылайăшĕ ЧНК ĕç-хĕлне ялан маттур хутшăнать. Сăмахран, Чăваш наци телерадиокомпанинче тăрăшакан Алексей Ивановпа Ирина Лампасова «Чăваш пики», «Кĕмел сасă» фестивальсене, конгресс йĕркелекен концертсене, мероприятисене ятуллă ертсе пыраççĕ. «Мурманскран Байкал таран» акцине хутшăнса вырăнтах миçе телерадиорепортаж хатĕрлесе çав кунах халăх патне çитермерĕç-ши вĕсем. Мария Самделовапа Алена Арсентьева та «Крымри Акатуй» мероприятине çитсе килнĕччĕ, вĕсем те конгресс йĕркелекен ĕçсене ялан хутшăнаççĕ, çĕн варкăш илсе килеççĕ.
«Хастар» ларăвне ятарласа Мускавран «Атăл çи çамрăкĕсен союзĕ» ушкăн ертÿçи, общество деятелĕ, пирĕн ентеш Татьяна Сушкова та килсе çитрĕ.
Кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ. ЧНК юлашки вăхăтра ирттернĕ ĕç-хĕлпе паллашасси, «Хастар» ушкăнăн çĕнĕ ертÿçине суйласси тата ЧНК 10-мĕш Аслă Пухăвне делегатсем суйласси.
Малтанах çамрăксем пĕр-пĕринпе паллашрĕç, кашнийĕн пултаруллăхне тишкерчĕç.
ЧНК ĕç тăвакан комитет председателĕ Валерий Клементьев яш-кĕрĕм умĕнче конгресс тĕп тĕллевне, юлашки вăхăтра туса ирттернĕ ĕç-хĕлне уçăмлатрĕ. Вăл çамрăксене конгресс йĕри-тавра пуçтарăнса хăйсен пултаруллăхне кăтартма, пархатарлă ĕçсем тума чĕнсе каларĕ.
Мускаври «Атăл çи çамрăкĕсен союзĕ» ушкăн ертÿçи Татьяна Сушкова хăйсен организацийĕ çинчен каласа пачĕ. Ушкăна кĕнĕ çамрăксен общество ĕçĕнче тата ытти çĕрте хăйсене кăтартма, хăйсен прависене хÿтĕлеме май пуррине палăртрĕ.
29 çулхи предприниматель Александр Игнатьев Чăваш Енре туризмпа çыхăннă майсем синчен каласа пачĕ. Хăй вăл Муркаш районĕнче фермер хуçалăхне йĕркеленĕ, вĕлле хурчĕсем тытать, тупăш илет. Унăн шучĕпе ял туризмне аталантарма, ют регионсенчен килекенсене илĕртме кăсăклă мелсем тупма пулать.
Ларура çамрăксене интереслентерекен чылай ыйтăва çĕклерĕç, кашнийĕ хăйĕн шухăшне калама тăрашрĕ.
Чăваш наци радивĕнче сасă режиссерĕ пулса ĕçлекен, Шупашкар районĕнчи «Шĕнер» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Дмитрий Ефремов республикăри районсен администрацийĕсем çумĕнче туса хунă çамрăксен ушкăнĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнчĕ.
Пухăннă çамрăксем «Хастар» ушкăна ертсе пыма Александр Игнатьев предприниматель тата Алексей Иванов журналист кандидатурисене сĕнчĕç. Уçă сасăлавпа Алексей Иванов нумайрах сас çĕнсе илчĕ. Вăл çамрăксене йĕркелесе ертсе пыма хатĕррине пĕлтерчĕ. Унăн çумĕсем пулма Татьяна Сушкова, Александр Игнатьев тата Дмитрий Петров килĕшрĕç.
Чăваш наци конгресĕн 10-мĕш Аслă Пухăвне квота тăрăх виçĕ çамрăка суйларĕç.
Мал ĕмĕтлĕ яш-кĕрĕм конгресс ĕçне çĕнĕ варкăш илсе килессе ĕненес килет. Эппин çамрăксене чăннипех те хастар ĕçлеме сунар.
Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи