(30 декабря 2016) Часах алăкран 2017 çул шаккаса кӗрет. Иртнӗ çулталăк нумайăшӗшӗн тӗрӗслев тапхăрӗ пулчӗ пулин те, эпир ниме пăхмасăр Çӗнӗ çул çывхарнине чунтан савăнса, шанчăкпа тата çутă ӗмӗтсемпе кӗтсе илетпӗр. Пиртен кашниех ăнланать пулӗ, тулăх пурнăç хăйпе-хăй пулмасть, вăл хӗрӳ ӗç, пултарулăх, палăртнине яланах пурнăçланин пӗтӗмлетӗвӗ. Çак çитӗнӳсенчен эпир пурăнакан республикăн, Тăван çӗршывăн кун-çулӗ йӗркеленет. Пӗрле тăрăшсан çеç эпир хăватлă пулма, лару-тăрăва лайăхлатма, хамăр тӗллевсене пурнăçа кӗртме пултаратпăр.
Обществăлла ӗçре те çавăн пекех. Халăхсен туслăхне тӗпе хурса хамăр тăван культурăна аталантарасчӗ. Çакăн валли пирӗн пысăк опыт, вăй-хăват тата пӗрлешӳ пур. Халăх йăли тăрăх, малашне те аслисене хисеплесе, çамрăксене тӗрев парса пырасса шанатăп. 2017 çулта пурне те ăнăçлă ӗçлеме сунатăп.
Яланхилле Çӗнӗ çула начаррине манса аванни çинчен шухăшласа кӗтсе илер. Ку самантра юлташ-тăвансем юнашар пулни, вӗсен тӗревӗ кирек камшăн та пӗлтерӗшлӗ. Çак уяв чăннипех те çемье праçникӗ. Кӗреке хушшинче унăн ăшшине туйса, савăк кăмăл-туйăмпа лармалла пултăр.
Çӗнӗ çулпа саламласа республикăри тата ун тулашӗнче пурăнакан мӗнпур чăваша çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатăп.
ТР ЧНКА канашӗн председателӗ,
ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ
Дмитрий САМАРЕНКИН.