(24 мая 2018)Паян, майăн 24-мӗшӗнче, ирхине Иван Иванович Христофоровăн чӗри тапма чарăннă.
Иван Иванович Христофоров 1935 çулхи мартăн 22-мӗшӗнче Чăваш Республикин Елчӗк районӗнчи Çӗнӗ Пăва ялӗнче çуралнă. Нумай ачаллă çемьере ӳснӗ. Юрăç профессине вăл Мариупольти музыка училищинче алла илнӗ.
Иван Христофоров чăваш композиторӗсен пропагандисчӗ тата вӗсен юррисене пӗрремӗш юрлаканӗ пулнă. Вăл чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн артисчӗ пулса, Гостелерадио хорӗнче, «Çавал» ансамбльте, Чăваш патшалăх филармонийӗнче ӗçленӗ. 1968-1992 çулсенче Чăваш патшалăх академи капеллинче ӗçленӗ. Паллă композиторсен произведенийӗсемсӗр пуçне унăн репертуарӗнче халăх юррисем нумай. Чăваш радио фондӗнче 500 ытла И.Христофоров юрланă юрă упранать.
1975 çултанпа Иван Христофоров Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ, 1992 çулта Чăваш халăх артисчӗн ятне илме тивӗçнӗ.
Иван Иванович шăрантарнă «Ӗмӗр сакки сарлака», «Шăппăн кăна, шăппăн ларар-и?» тата ытти юрăсене пӗтӗм халăх пӗлет, хисеплет.
Вăл пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайни чăваш халăхӗшӗн пысăк çухату. И.И.Христофоров çемйипе, тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе тарăннăн хуралнни çинчен пӗлтеретпӗр.
ТР ЧНКА Канашӗ, «Сувар» хаçат редакцийӗ.