Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Хусан 17 томлă чăваш словарӗн авторне асăнчӗ

Хусан 17 томлă чăваш словарӗн авторне асăнчӗ

admin 05.10.2020

(5 октября 2020) Раççей чӗлхеçи, тюркологӗ, 40 пин сăмахлă 17 томлă чăваш словарӗн авторӗ Николай Иванович Ашмарин çуралнăранпа октябрӗн 4-мӗшӗнче, 150 çул çитрӗ.

Юбилее хусансем Ар масарӗнче митинг ирттерсе паллă турӗç. Унта ТР ЧНКА ӗçченӗсем, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Н.Сорокин, Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисен пӗрлӗхӗн ертӳçи А.Семенов, Хусанта пурăнакан В.Секанкин, Çарăмсан районӗнчи Журавлев чăваш хастарӗсем тата Хусанти тюрколог А.Галимзянов хутшăнчӗç.

bd73130c58f76c532e1f77af392e916d

Вăхăтӗнче Хусанта ӗçленӗ, кунти Ар масарӗнче ӗмӗрлӗхе канлӗх тупнă чӗлхеçӗн ӗçне пухăннисем пысăка хурса хакланине, чăвашсем валли кăна мар, Атăлçи тăрăхӗнчи ытти халăхсем валли те калама çук пысăк пуянлăх – 17 томлă словарь, тӗпчев ӗçӗсем – хăварнине, тюркологсем вӗсемпе паян та анлăн усă курнине каларӗç.

Чăваш таврапӗлӳçи А.Семенов пӗлтернӗ тăрăх, Николай Кондрашкин скульптор Н.И.Ашмаринăн бюстне хатӗрленӗ ӗнтӗ, Хусан влаçӗ те Ар масарне ларттарма хирӗç мар. Анчах ку ӗçе пурнăçлама сахалтан та 100 000 тенкӗ укçа кирлӗ. Чăваш Ен 50 000 тенкӗ уйăрма шантарать. Тепӗр 50 000 тутарстансем хăйсем пухма йышăнчӗç митингра. Çитес вăхăтра çак ырă ӗç валли ятарлă шут уçӗç. Кăмăл пуррисем пурте укçа куçарма пултараççӗ. Чăрмавӗ укçара кăна мар иккен-ха тата. Н.И.Ашмаринăн бюстне лартмашкăн чӗлхеçӗн тăванӗсен ирӗкӗ кирлӗ. Вӗсемпе хальлӗхе çыхăнăва тухман-ха, мӗншӗн тесен ăçта пурăннине пӗлмеççӗ. Тен, икӗ регион чăвашӗсен ырă ӗçӗ пирки пӗлсен вӗсем хăйсене нумай кӗттермӗç, çыхăнăва тухӗç. Бюста кăçалах Н.И.Ашмаринăн 150 çулне халалласа вилтăпри çине лартасшăн (И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем).

Ирина Трифонова.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/khusan-17-tomla-chavash-avtorne-ni-ashmarina-asanch

Информационный центр ЧНКА в РТ

Продолжить чтение

Назад: Вӗсем хӑйсен несӗлӗсене 1670 ҫултан пуҫласа пӗлеҫҫӗ
Далее: «Сувар» хаҫата йӳнерех ҫырӑнса илме пулать

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57