Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Хусанти Чӑваш наципе культура центрӗн ҫӗнӗ ертӳҫӗ

Хусанти Чӑваш наципе культура центрӗн ҫӗнӗ ертӳҫӗ

admin 15.11.2020

(15 ноября 2020) Хусанти Чӑваш наципе культура центрӗн хастарӗсем  ноябрен 13- мешенче ҫӗнӗ ертӳҫине суйларӗҫ.

Нумай ҫул пӗрлӗхе ертсе пыракан Валерий Казаков урӑх региона ӗҫлеме куҫнине пула тума тиврӗ ҫак йышӑнӑва.

Пухӑва ТР ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Владимир Иванов ертсе пычӗ. Вӑл кӗскен Хусанти ЧНКЦ ӗҫне хак пачӗ.

bd642959339e04bdf8664bfcf9bf2f7c

Иртнӗ ҫулсенче унӑн пайташӗсем хулари наципе культура мероприятийӗсене хастар хутшӑнчӗҫ, халӗ те хутшӑнаҫҫӗ. С.В.Садыкова ертсе пыракан «Салам» халӑх ансамблӗ пур уявра та малтисен ретӗнче.
Студентсемпе ӗҫлекен ҫамрӑксем хастар. Иртнӗ ҫулсенче Хусанта тӑтӑш чӑваш дискотекисем пулчӗҫ.
Аслисем валли спектакльсемпе паллӑ чӑваш артисчӗсен концерчӗсем иртрӗҫ. Пӗчӗккисем валли ҫулсерен Чӑрӑш уявӗ ирттернӗ.
Хусанти ЧНКЦ пуҫарнипе П.П.Хусанкай ячӗллӗ литература премине Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисене хавхалантарма параҫҫӗ.
Коронавирус пандемийӗ кӑштах центр планӗсене улӑштарчӗ. Апла пулин те Туслӑх Ҫуртӗнче Чӑваш вырсарни шкулӗ онлайн-уроксем сахал мар ирттернӗ.

IMG_20201113_182445

Владимир Иванов Хусанти ЧНКЦ ертӳҫи пулма ТР ЧНКА Канашӗн пайташне Константин Малышева сӗнчӗ. Пухӑннисем ҫак кандидатурӑпа килӗшрӗҫ, хирӗҫ сасӑлакан пулмарӗ.
Константин Малышев ҫитес эрнере общество ӗҫӗнчи хӑйӗн пулӑшаканӗсемпе паллаштарма шантарчӗ.
Владимир Иванов ҫавӑн пекех декабрь уйӑхӗнче ТР ЧНКА Канашӗн Отчетпа суйлав конференцийӗ иртесси пирки пӗлтерчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра йӗркелӳ комитечĕ пухӑнса унӑн йӗркине палӑртӗ.

Илья Туманов.

Информационный центр ЧНКА в РТ

Продолжить чтение

Назад: Спешим отправить заявки на фестиваль чувашского танца «Чăваш ташши илемĕ-2020
Далее: Тутарстан пики Валерия Юманова — виҫҫӗмӗш вырӑн!

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57