(19 декабря 2017) Декабрĕн 16-мĕшĕнче Хусанти «Ак Барс» Çамрăксен центрĕнче халахсен йăла-йеркисен фестивалĕ иртрĕ.
Фестивале Тутарстанра пурăнакан тĕрлĕ халăх хутшанчĕ. Тутар, вырăс, чăваш, ирçе, мăкшă, крешĕн, еврей, вьетнам, азербайджан, бурят, афган халлăхĕ хăйĕн йăли-йĕркине кăтартса пачĕ.
Чăвашсен йăли-йркине кăтартмашкăн вара Пăва районĕнчи Кипеккасси ялĕн «Асамат кĕперĕ» ушкăн хăй çине илчĕ. Вĕсем сцена çинче туй туса пачĕç. Юрласа-ташланнипе кăна мар, качча каякан хĕр «хĕр йĕчĕ». Паянхи кун туйра «хĕр йĕнине» кураймастан, паллах. Çаванпа та çак йăла чăннипе те авалхи пулса юлчĕ.
Информационный центр ЧНКА в РТ