Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Крымра чăваш салтакӗсене палăк уçасшăн

Крымра чăваш салтакӗсене палăк уçасшăн

admin 04.04.2018

(4 апреля 2018) Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи çулӗсенче Севастополь хулине хӳтӗлесе пуç  хунă чăваш салтакӗсене асăнса палăк лартас шухăша темиçе хут та çӗкленӗччӗ.  2016 çулхине хӗлле Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗсем Крым Республикине кайсан та, çав çулхи утă уйăхӗнче ЧНК пуçарăвӗпе Акатуй уявне унта ирттернӗ чухне те ку ыйтăва хускатнăччӗ. Севастополь çывăхӗнчи Балаклава хулинче пулас палăк вырăнӗнче тӗрлӗ регионтан Акатуя пуçтарăннă чăваш хастарӗсем чӗрӗ чечексем хунăччӗ, пачăшкăсене чӗнсе сăвапланăччӗ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов çав самантра тупа тунă пек сăмах каланăччӗ, палăк тума пулăшма шантарнăччӗ. Николай Федорович сăмаха ялан ӗçпе çирӗплетекен çын. Вăл Владимир Нагорнов скульптора пулас палăк проектне хатӗрлеттернӗ, укçа енчен йывăр пулсан та, малалла пикенсе ӗçлеме пуçланă.

 

Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗнче иртнӗ канашлура Владимир Нагорнов скульпторăн «Хуйхăракан амăшӗ» монумент проектне пăхса тухрӗç. Крым çӗрӗшӗн пуç хунă чăваш салтакӗсене асăнса лартакан палăка тăвакан йӗркелӳ комитечӗн ертӳçисем пулма ЧНК президентне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутатне Николай Угаслова тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн председательне Валерий Филимонова çирӗплетрӗç. Ку сăваплă ӗçе кăçалхи çурла уйăхӗнче вӗçлеме палăртрӗç.

 

«Хурланакан амăшӗ» палăк шурă чулран, 3 метр çӳллӗш пулмалла. Унăн хакӗ _ 6 миллион тенкӗ. Владимир Нагорнов хăйӗн гонорарне икӗ миллион таран чакарнă. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов тепӗр миллион тенкине тӳлессине тата палăка вырăна çитерсе вырнаçтарассипе çыхăннă тăкаксене хăй çине илессине пӗлтернӗ. Тепӗр виçӗ миллион тенкине ниме мелӗпе пуçтарма тивет. Çак сăваплă ӗçе ытти чăваш хастарӗсем те хутшăнасса шанатпăр.

 

Çак тӗллевпе ятарлă счет уçнă. Унăн реквизичӗсем:

 

Некоммерческая организация «Благотворительный фонд межрегиональной общественной организации «Чувашский национальный конгресс»

 

Р/с 40703810775020100310

 

в Чувашском отделении № 8613

 

ПАО СБЕРБАНК

 

БИК 049706609

 

К/с 30101810300000000609

 

 

Чувашский национальный конгресс

Продолжить чтение

Назад: ЧНКА Нурлат районĕнче турнир ирттерчĕ
Далее: Михаил Максимов стал победителем конкурса «Мой лучший папа»

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57