Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Культура министерствинче Аслă Пуху умĕнхи ĕçлĕ калаçу иртрĕ

Культура министерствинче Аслă Пуху умĕнхи ĕçлĕ калаçу иртрĕ

admin 17.10.2017

(17 октября 2017) Чăваш наци конгресĕн юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртекен 10-мĕш Аслă Пухăвне хатĕрленесси хĕрсе пырать.

Паян, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче конгресс президенчĕ Николай Угаслов, унăн çумĕсем тата ĕç тăвакан комитет пайташĕсем Чăваш Республикин Культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче пулчĕç.

Культура министрĕ Константин Яковлев яваплă мероприятине хатĕрленесси епле пулса пынипе кăсăкланчĕ.

Николай Федорович кĕскен хатĕрленÿ тапхăрĕ епле пынипе паллаштарчĕ. Делегатсемпе хăнасене йыхравсем ярса пĕтернĕ. Халĕ ĕçтăвком Аслă Пуху программине хатĕрлессипе тата ытти ЧНК Уставĕ ыйтнă пек тумалли ĕç-пуçа йĕркелет.

Малалла ларура Чăваш Ен тулашĕнчен килекен хăнасене пурăнма вырнаçтарасси, вĕсем валли тĕрлĕ культурăллă программăсем хатĕрлесси пирки калаçрĕç.

Министр ку енĕпе конгресс ĕçченĕсене пулăшма шантарчĕ, Аслă Пухуччен йĕркелÿ ĕçĕ мĕнлерех пулса пынине сÿтсе явма министерствăра тата та пуçтарăнма сĕнчĕ.

ЧНК пресс-служби.

Продолжить чтение

Назад: Капла Хуралтура чиркӳ пулатех
Далее: Масмака халь тӗнчипех пӗлеççӗ

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57