(14 марта 2017) Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш наци вулавăшĕнче чăваш халăх поэчĕ, Çеçпĕл Мишши тата Чăваш Республикин Патшалăх премисен лауреачĕ Порфирий Васильевич Афанасьев 75 çул тултарнă ятпа поэзи каçĕ иртрĕ. Сумлă çыравçа çуралнă кун ячĕпе саламлама тата чыслама чăваш çыравçисем, ÿнерпе культура ĕçченĕсем, журналистсем, студентсем йышлăн пухăнчĕç. Савăнăçа пайлама Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Геннадьевич Яковлев килсе çитрĕ.
Савăнăçлă лару-тăрура культура министрĕ Константин Яковлев Порфирий Афанасьева поэзи анинче чылай çул тăрăшнăшăн, паха хайлавсемшĕн тата çуралнă кун ячĕпе саламласа ăшă сăмах каларĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата министерствăн Хисеп хучĕпе чысларĕ.
П.В. Афанасьевăн ĕçне-хĕлне тишкерсе тата пултарулăхне хакласа ырă сăмах калакансен йышĕнче чăваш халăх поэчĕсем Юрий Сементерпе Валери Туркай, культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, ЧР профессиллĕ писательсен Союзĕн председателĕ Геннадий Максимов, литература тĕпчевçи Виталий Станьял, Василий Кервен поэт, Юрий Кудаков композитор тата ытти юлташсем пулчĕç.
Чăваш наци конгресĕн ячĕпе вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров Порфирий Васильевича чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн конгресăн Хисеп хучĕпе чысларĕ, малашне те халăха савăнтаракан хайлавсем çырма сывлăх тата вăй-хал сунчĕ.
Поэзи каçĕнче студентсем Порфирий Афанасьев сăввисене илемлĕ каларĕç, юрăçсем чăваш тата пушкăрт халăх юррисене шăрантарчĕç.
Геронтий Никифоров,
ЧНК вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи