(15 августа 2016) Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта «Чăваш Республикинчи çинчен чĕлхесем» калакан саккуна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тунă ĕçcem çинчен» ыйтупа Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕ иртрĕ. Ларăва пухăннисем чăваш чĕлхин пахалăхĕпе пĕлтерĕшне пурнăçра тата шкул вĕрентĕвĕнче ÿстерме пулăшакан кирлĕ сĕнÿсем йышăнчĕç.
Конгресс президенчĕ Николай Угаслов чăваш чĕлхине упраса хăварас ĕçpe шкул пысăк вырăн йышăннине курать. Вăл конгресс пуçарнипе кăçал «Чăваш Республикинчи çинчен чĕлхесем» калакан саккуна хулапа ял шкулĕсем мĕнле пурнăçланине тишкерме «Чăвашлăха чи аталантаракан лайăх шкул» конкурс ирттерет. Шкулсен ăмăртăвне ирттернин тĕллевĕсем çakcem пулчĕç:
— Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен йышĕнче «Чăваш Республикинчи çинчен чĕлхесем» калакан саккуна пурнăçа кĕртекен чи ĕçлĕ шкулсене тупса палăртасси;
— пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен ертÿçисене вĕренÿ тытăмĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине аталантарма кирлине сăлтавлани;
— «Чăваш Республикинчи çинчен чĕлхесем» калакан саккуна пурнăçа кĕртекен чи лайăх шкулсен ĕçне сарасси.
Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви ирттерме хутшăнать. Ăмăртăвăн 1-мĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Вăл нарăсăн 10-мĕшĕнчен пуçласа çy уйăхĕн 31-мĕшĕччен районсемпе хуласенче пычĕ. Халĕ вырăнти вĕренÿ управленийĕсем район/хула шайĕнчи çĕнтерÿçĕ шкулсене республика ăмăртăвне хатĕрлеме пуçăннă. Вĕсем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен Kĕçex «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх» шкул» конкурса тăратмалли документсене Чăваш наци конгресне çитерĕç.
Ăмăртăвăн 2-мĕш тапхăрĕн ĕç хучĕсемпе паллаштарар. Конкурса тăратнă материалта шкулпа паллаштарни, ун ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пани пулмалла. Tĕn вырăнта тăван чĕлхене сыхласа хăварас ыйтупа тĕллевлĕн ĕçленине кăтартмалла. Шкул пурнăçĕнче чăвашлăха аталантаракан ĕçcem тунипе паллаштарма 15 слайдран ытла мар презентаци хатĕрлемелле.
Ĕç-хĕлне Шкулсен мĕнле виçесемпе хаклĕç-ха? Хакламалли паллă виçесем йышне тĕпрен илсен çakcem kĕpeççĕ: шкул çинчен калани, ăна тулаш енче тата шалашра илемлетме ukĕ патшалăх чĕлхипе (чăваш тата вырăс) ycă курни, коридорта Раççей Федерацийĕпе Чăваш патшалăх Республикин символĕсене вырнаçтарнă стендсем пурри, ытти стендсене те чăвашла хатĕрлени, шкул сайтĕнче чăвашлăха тытса пыни, пуçламăш классенче предметсене чăвашла вĕрентнин шайĕ, вăтам тата аслă классенче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентнин пахалăхĕ, вĕсенче вĕренÿ сехечĕсене палăртса хăварни, чăвашлăхпа çыхăннă класс тулашĕнчи ĕçсене туни, этнокультура кирлĕлĕхне тивĕçтерекен мероприятисем ирттерни, чăваш чĕлхипе тата литературипе олимпиадăсене, ăc-хакăлпа пултарулăх ăмăртăвĕсене хутшăннине кăтартни, тĕрлĕ шайлă проектсене пурнăçа кĕртни, шкулăн вĕрентÿпе информаци пурлăхĕпе (pecypcĕcemne), вулавăш ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарни, вĕсен пĕлтерĕшĕпе пахалăхĕ, шкул этнокультура программипе nĕp-nĕp сăнавлă проектпа ĕçлени, педагогика площадки пурри, чăваш чĕлхи вĕрентекенсем профессипе педагогика ăсталăхĕн ăмăртăвĕсене, наукăпа практика конференцисене, конкурсене хутшăнни, журналсемпе хаçатсенче пичетленни.
Республика Конкурсăн шайĕнчи иккĕмĕш тапхăрĕ авăн-чÿк уйăхĕсенче иртет. Жюри ăмăртăва ярса панă документсем тăрăх кашни шкул ĕç-хĕлне тишкерет, хакланă хыççăн виçĕ чи лайăх шкул суйласа илет те вырăна тухса вĕсемпе уйрăммăн паллашать. Чăваш конгресĕ наци çĕнтерÿçĕ шкулсене 1-мĕш вырăн йышăннăшăн 50 пин, 2-мĕш вырăншăн 30 пин, 3-мĕш вырăншăн 20 пин ykça, вĕренÿ министерстви дипломсем парса хавхалантарать. Республика ăмăртăвне хутшăннă пур шкула та сертификат napaççĕ.