Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Кун пек ачасем пур чух пӗтместпӗр-ха

Кун пек ачасем пур чух пӗтместпӗр-ха

admin 16.04.2019

(16 апреля 2019) Апрелӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта чăваш чӗлхипе тата литературипе Халăхсем хушшинчи виççӗмӗш олимпиади иртрӗ. Тутарстанран унта кăçал 16 ача хутшăнчӗ.

Жюри пӗлӗве хакласа 6 çӗнтерӳçӗпе 14 призера палăртрӗ. Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче вӗренекен Мария Васюткина (вӗрентекенӗ М. А.Захарова) – çӗнтерӳçӗ, Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă шкулӗнче вӗренекен Дарья Туганова (вӗрентекенӗ А.Эсметьева) призер пулма тивӗçрӗç. Чăваш Ен, Тутарстан тата Ульяновск облаçӗнчен килнӗ 57 ача (2018 тата 2019 çулсенче тăван чӗлхепе литературăн регионсем хушшинчи олимпиадисен çӗнтерӳçисем) хушшинче çакăн пек  çитӗнӳ туни питӗ аван. Маттур!

ЧР Вӗрентӳ министерстви пӗлтернӗ тăрăх, олимпиадăна хальхинче Раççей регионӗсенчен тата ют çӗршывсенчен 25 çула çитмен студентсемпе шкул ачисем пурӗ 412-ăн хутшăнса тăван чӗлхе пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Олимпиада «Чăваш чӗлхи – тăван чӗлхе» тата «Чăваш чӗлхин илемӗ» енсемпе иртнӗ. Пӗрремӗшӗ чăваш чӗлхине вӗренекен шкул ачисемпе аслă тата професси паракан учрежденисен студенчӗсем валли (чăваш филологи факультетӗнче вӗренекенсемсӗр пуçне) пулнă-тăк, «Чăваш чӗлхин илемӗ» конкурса тăван чӗлхене Чăваш патшалăх университечӗн дистанцилле системипе усă курса вӗренекен çамрăксем валли.

Чӗлхе пӗтет тенӗ вăхăтра олимпиадăн географи анлăшӗ сарăлса пыни çав тери савăнтарать. Кăçал Чăваш Енпе Раççей регионӗсемсӗр пуçне Казахстанпа Туркменистан çӗршывӗсенчи çамрăксем те хутшăнса тăван чӗлхе пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.(М.Захарова сăнӳкерчӗкӗ).

Ирина Кузьмина.

Продолжить чтение

Назад: В Чебоксарах прошел семинар-практикум «Проблемы сохранения традиционной культуры чувашей»
Далее: «Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть»

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57