Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Куракинсене Ничкэбилта çӗнтерӳ сунатпăр

Куракинсене Ничкэбилта çӗнтерӳ сунатпăр

admin 20.09.2017

(20 сентября 2017) Сентябрӗн 23-мӗшӗнче «Çирӗп çемье» федераллă парти проекчӗ пулăшнипе «Тутарстан çемйисен фестивалӗ – 2017» мероприяти пулать, пӗлтереççӗ «Нечкэбил» конкурс йӗркелӳçисем. Кăçал вăл «Корстон» комплексра иртет.

 

Çак конкурса республикăн 30 районӗнчен пӗтӗмпе  47 çемье хутшăнасси паллă. Кашни хăйсен çемье уявӗсемпе, йăли-йӗркисемпе, культурипе паллаштарӗ.

 

Чăвашсем те ку мероприятирен юлмаççӗ, паллах. Ку хутӗнче чăваш çемйи чысне Çӗпрел районӗнчи Наталия Куракина хӳтӗлӗ. Вăл Кивӗ Упири  П.В.Дементьев ячӗллӗ шкулта историпе обществознани предмечӗсене вӗрентет. Тӗп ӗçӗсӗр пуçне тӗртессипе интересленет, ку енӗпе шкулта кружок та илсе пырать. «Крутушка» фольклор фестивалӗн яланхи участници те вăл. Мăшăрӗпе Александр Анатольевичпа 4 ача çуратса ӳстернӗ: Анна – 18, Павел –17, Мария – 13, Анастасия 10 çулта.

 

Наталия пуринчен ытла хăй нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснипе мăнаçланать. Паян та çемье уншăн чи пысăк тӗрев тата малашлăхри шанчăк пулса тăрать. Пушă вăхăт ытларах пулнă пулсан, Раççей тăрăх çӳлçӳреве тухнă пулăттăм тесе ӗмӗтленет.

 

Хамăр енчен Наталие эпир конкурсра çӗнтерме сунатпăр!

 

Сăмах май, 2014 çулта Куракинсен çемйи «Женщина года, мужчина года: женский взгляд» конкурса хутшăннă пулнă, çӗнтернӗ! Халӗ те çаплах пултăр!

Сувар.

Продолжить чтение

Назад: К юбилею Ивана Яковлева
Далее: ЧНКАсем капитансăр та пултараççӗ

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57