(27 ноября 2018) «Нечкэбил» республика конкурсӗн финалне кăçал чăвашсенчен Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнчи Кваковсем тухрӗç.
Вӗсем финала конкурссăр майпа хутшăннă. Эх! пачӗç кăна вара чăваш юрри-ташшине. Илемлӗ, тивӗçлӗ, капăр курăнчӗ çемье сцена çинчен. Чăваш йăли-йӗркине, аслисемпе кӗçӗннисен хутшăнăвӗсене питӗ интереслӗ кăтартса пачӗç.
Ноябрӗн 24-мӗшӗнче Хусанта Атăлçири Физкультурăпа спорт академийӗнче «Нечкэбил» финалӗ иртрӗ. Кăçалхи конкурс шучӗпе 14-мӗш пулчӗ, ку хутӗнче вăл «Тутарстан – çирӗп çемьесен территорийӗ» республика акцийӗ тата «Çулталăк çемйи» III Пӗтӗм Раççей конкурсӗ хӳттинче майăн 17-мӗшӗнче пуçланчӗ, тӗрӗсрех каласан, зонăри суйлав тапхăрӗ. Мероприятие ТР Президенчӗ Рустам Минниханов пысăк тӗрев панине палăртса хăвармалла.
«Нечкэбил» – Тутарстан çемйисен телейлӗ те чăн историйӗсем. Вӗсем унта хăйсен çемье йăли-йӗркисемпе, ăру историйӗпе паллаштараççӗ. Çак анлă конкурс чăвашсем хутшăнмасăр пӗрре те иртменни пире уйрăмах савăнтарать, суйлав турӗсем кăçал Çӗнӗ Шуçăмра, Елабугăра, Теччӗре, Хусанта иртрӗç. Финалистсем шутӗнче 12 çемье, акă вӗсем: Бахмуровсем (Ешӗлвар), Валеевсем (Елабуга), Даишевсем (Элмет), Зариповсем (Павлă), Карасевсем (Тури Услон), Петровсем (Заинск), Поповсем (Ешӗлвар), Салиховсем (Çӗнӗ Шуçăм), Сахабутдиновсем (Аксу), Силантьевсем (Чистай), Фаткуллинсем (Çӗпрел), Хижняковсем (Хусан), Кваковсем (Çарăмсан).
Чăвашсенчен шăпах Кваковсем пулчӗç те ӗнтӗ. Вӗсем финала конкурссăр майпа хутшăннă. Сцена çине вӗсем чи малтан тухрӗç. Эх! пачӗç кăна вара чăваш юрри-ташшине. Илемлӗ, тивӗçлӗ, капăр курăнчӗ çемье сцена çинчен. Чăваш йăли-йӗркине, аслисемпе кӗçӗннисен хутшăнăвӗсене питӗ интереслӗ кăтартса пачӗç.
Раиса Квакова 79 çулта пулсан та вăр-варскер, питӗ чӗрӗ кинеми. Вăл 10 ача çуратса ӳстерсе «Анне Героиня» ятне илме тивӗçнӗ, упăшкинчен тăлăха юлсан ачисене пӗчченех ӳстернӗ, çын тунă. Паян унăн 12 мăнук тата 6 кӗçӗн мăнук. «Хăвна ӗçре шыраса тупмалла» – ку унăн тӗнче курăмӗн никӗсӗ пулса тăрать. Çавăнпа ачисене те ӗçпе ӳстернӗ, мăнукӗсене те çавнах пама тăрăшать.
– Пысăк тав! Мероприятие йӗркелекенсене, пулăшакансене. Калас сăмаха каласах килет. Эпӗ тата та ача çуратнă пулăттăм, пӗлместӗп миçе штук, анчах, шел, упăшка ир пурнăçран уйрăлса кайрӗ, – шӳтлерӗ Раиса Кузьминична хăйне сăмах парсан. Зал ун сăмахӗсене тăвăллăн алă çупса йышăнчӗ. Раиса Кваковăна РФ Патшалăх Думин депутачӗ Айрат Хайруллинăн фончӗ асăрханă, çавăнпа фонд ятӗнчен парнене организацин ӗç тăвакан директорӗ Ирина Волостнова пачӗ, нумай ачаллă аннене, асаннене, кукамая ырлăх-сывлăх сунчӗ.
Çарăмсанри ЧНКЦ ертӳçи, Раиса Кузьминичнăн кинӗ Лидия Квакова пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем районтан «Çулталăк çемйи» III Пӗтӗм Раççей конкурсӗн «Çулталăк хӗрарăмӗ. Хӗрарăм анне» номинацине хутшăнса зона шайӗнче çӗнтернӗ. Кайран вӗсене «Нечкэбил» йӗркелӳ комитечӗ чӗнсе илнӗ.
– Май уйăхӗнчен пуçларăмăр та паян кунччен хатӗрлентӗмӗр. Сентябрӗн 8-мӗшӗнче Çӗнӗ Шуçăмра зонăри тапхăр пулчӗ. Çав кун хресной хӗрӗн туйӗ тата. Çапах конкурса кайрăмăрах, туя та ӗлкӗртӗмӗр, – каласа парать Лидия Дмитриевна.
Кваковсен ятӗнчен конкурса хутшăнма пулăшнăшăн Элмет районӗнчен килнӗ Николай Уламасовпа Екатерина Туктамышевăна, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи клубра илемлӗ пултарулăх ертӳçинче ӗçлекен Татьяна Давыдовăна, Культура çурчӗн директорне Александра Ильдиряковăна, кӳршӗ-аршисене, Акрелӗнчи фольклор ушкăнне, солисчӗсене тав турӗ.
– Эпир ялан çапла килӗштерсе ӗçлетпӗр, пӗр-пӗрне пулăшатпăр. Вӗсене хамăн наставниксем тесе калатăп, эп ӗçлеме пуçланă чухне вӗсем опытлă специалистсемччӗ ӗнтӗ, – терӗ Лидия Квакова.
Кваковсен сценари питӗ интереслӗччӗ. Вӗсем Раççей конкурсне те çак постановкăпах хутшăннă. «Нечкэбил» режиссерӗ Александр Рожков ăна кăштах улăштарма ыйтнă, сӗнӳсем панă. Лидия Квакова йӗрккелӳçӗсене пулăшнăшăн ырăпа асăнчӗ.
«Нечкэбила» хутшăннă çемьесем мӗн кăна шутласа кăларман. Хăшӗ халап лартрӗ, хăшӗ 80-мӗш çулсенчи дискотекăсене е музыка тӗнчине йыхăрчӗ. Темиçе сехет сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. Юлашкинчен мăшăрсем пурте пӗрле вальс ташларӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗ)
Ирина Трифонова.