(18 марта 2021) Пăва районӗнчи чăваш ялӗсенче «Кай, кай Ивана» Николай Айзман спектакль кăтартаççӗ.
Инстаграмра тата ытти социаллă сетьсенче труппа постановскисенчи сăнӳкерчӗксене кашни кун тенӗ пекех куратпăр. Раккассинче лартнă вӗсем, Кивӗ Мертлӗпе Çӗнӗ Мертлӗре… Кайса хамăр куçпа курас терӗмӗр. Шăпах Кипеккассинчи Культура çуртӗнчи репетицие лекрӗмӗр.
Пăва районӗнчи ЧНКЦ Председателӗн çумӗ Анна Никанорова пӗлтернӗ тăрăрх, çак спектакле Тутарстанра Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ япала, мухтамалла.
– Ку пысăк ӗçе йӗркелекенсем – “Уяв” фольклор ушкăнӗн ертӳçи пулнă Наталья Ракова тата эпӗ, – каласа парать Анна Никонорова. – Çак илемлӗ, кулăшла “Кай, кай Ивана” спектакле выляма «Ахрăм» театр судийӗ йӗркелерӗмӗмр. Тӗрлӗ ялсенчи тивӗçлӗ канури хӗрарăмсене хутшăнтартăмăр, культура учрежденйӗсенче вăй хуракансене чӗнтӗмӗр, Пăва хулинчи ветеринари техникумӗнче тата медицина училищинче вӗренекен çамрăк каччăсене явăçтартăмăр. Репетицисене яланах каçхине вӗренӳ, ӗç вăхăчӗсем вӗçленсен ирттертӗмӗр.
«Ахрăм» ертӳçин Наталья Ракован шухăшне те пӗлтӗмӗр кун пирки: «Çак спектакльсем тӗп репетици вырăнне, ялсенче уявсен вăхăчӗсенче куракансем валли парне пулчӗç. Ялсенче пурăнакансем пандăеми вăхăтӗнче ахаль те тунсăх, чăваш спектакльне хапăл туса йышăнчӗç”. Культура ӗçченӗсем тата чăвашлăхшăн чун-чӗрипе çунакансем сивӗ февраль тата март уйăхӗсенче çак спектакльпе тавра ялсенче пулса хăйсен ăсталăхӗсене кăтартрӗç.»
Çапла камите Чăваш Шуршӗвӗ те курнă ӗнтӗ Ку эрнере Кипеккассипе Рункăра лартаççӗ. Плансенче çак спектакле районти кашни чăваш ялӗнче кăтартасси. Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗчи Каша, Кунтикав, Елчӗк районӗнче те кӗтеççӗ.
– Пирӗн ялсем малтан Рунка кайса куратпăр тенӗччӗ, – хутшăнать калаçăва Кипеккассинчи клуб директорӗ Светлана Иванова. – Унтан ваттисем ыйтнипе, хамăр ялтах кăтартма шутларăмăр.
Уйăх каялла йӗркеленсе çитнӗ труппăра: Пăвари Ветеринари техникумӗнче тата медучилищӗре вӗренкен Пӳркел, Элшел, Тутиел каччисем, Кивӗ Мертлӗ, Рункă, Кипеккаси, Раккасси, Шуршу клубӗсенче ӗçлекенсем. Пуринчен те ытларах пăвасем йышăннă рольсене.
– Тӗп тӗрӗслев пирӗншӗн Пăва пулчӗ. Хумхануллă вӗт. Залӗ те пысăк, – каласа парать Анна Никанорова. – Премьерăна ЧНКЦ ертӳçи Владимир Ильин пысăка хурса хакларӗ, хӗрарăмсене чечек çыххисемпе чысларӗ.
Анатолий Князев пуян Йăкăната вылять. Вăлах спектаклӗн декорацийӗсене хатӗрленӗ. Артистсем пурте хăйсен транспорчӗпе çитеççӗ каланă тӗле. Район автобус памасть-ха. Çавăнпа та пысăк декорацисем илсе çӳреймеççӗ.
– Çурт, укăлча, пӗчӗкçӗ пӳрт макечӗсене çăмăл машинана кӗччӗр тесе хуçланмалла турăм. Тăпсапа çыхăнтартăм та – трансформер пекех пуçтарăнать, – хӗпӗртет нумай пулмасть 60 çулхи юбилейне паллă тунă актер.
Николай Айзманăн пъесси совет влаçӗн пӗрремӗш çулӗсем çинчен. Шăп та лăп Атăл тăрăхӗнчи республикăсем йӗркеленсе ура çине тăнă вăхăт. Пӗлтӗр ТАССР та ЧАССР та 100-шер çул тултарчӗç. Историе ăсаннă самана çине куракана кулăшла спектакль витӗр пăхтарни те ăна районта лартма шутланисен хăйне евӗр символла утăмӗ. Нэпмăнсемпе кулаксем, çӗрме пуянсемпе çӗнӗ пурнăç тăвакан чухăнсем… Инçе те мар пек, çӗр çул иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Анчах социализм вăхăтӗнчи паллă комеди халăха килӗшме чарăнмасть. 1960-70 çулсенче Чăваш академи драма театрӗн чи паллă спектаклӗ пулнă вăл. Ăна мари чӗлхине куçарса кӳршӗ республикăра та кăтартнă.
Сюжет ял çыннисене питӗ те çывăх. Пӗр ялта пулса иртекен пулăмсем: Пуян ывăлӗ Иван Марука качча илес шутпа тӗрлӗ меслетсемпе авланма шутлать, анчах та ухмаха тăрса юлать. Пăвасем çӗнӗлӗхсем те кӗртнӗ пъесăна. Тӗслӗхрен, Марука Анюк туса хунă. Юррисем те пурте 100 çул каяраххисем мар, хальхисем те пур.
– Çынсем кăмăллă юлаççӗ спектакльпе, – тет Анна Никанорова. – Мана хама та килӗшет. Наталья Ракова режиссер «Çак спектакле илетпӗр» терӗ те, пирӗн никамăн та ыйтусем пулмарӗç. Пурте ялта ӳснӗ вӗт, ăнланман япаласем пъесăра çук.
Ку спектакле ӗлӗк те курнă-тăр, телевизорпа та пăхма пултарнă. Çапах афишăна вулакан çынсем каçпа клуба хăйсен ялӗсене курма килнине сисетпӗр. Ахальтен им унта кашни ялтан тенӗ пекех хутшăнакан пур. Суфлера шутласан – пурӗ 17 çын чăвашсен труппинче. Çапах, камсем-ха пире савăнтракансем?
Спектакльте вылякансем:
Анюк – Анна Ракова (районти Культура керменӗн ӗçченӗ), Хӗветӗр – Роман Андреев (студент), Иван – Вадим Андреев (Тутиел ялӗнчи культура ӗçченӗ), Йăкăнат – Анатолий Князев (машинăсем тăвакан завод инженерӗ), Куçук – Николай Иванов (Кипеккасси ялӗнчи культура çурчӗн ӗçченӗ), Праски – Лидия Мутина (Пăва хулинчи пенсионер), Кӗтерук – Тамара Петрова (Рункă ялӗнчи культура çурчӗн ӗçченӗ), Наçтаç – Надежда Жирнова (Чăваш Шуршу ялӗнчи культура çурчӗн ӗçченӗ), Вӗçелис – Елизавета Ильина (Пăва хулинчи пенсионер), туй арăмӗсем – Людмила Шурбина (Кипеккасси ялӗнчи пенсионер), Альбина Нуждина тата Валентина Васиярова (Кивӗ Мертлӗ ялӗнчи культура çурчӗн ӗçченӗсем), çамрăксем – Владислав Кудамасов, Владислав Бутылкин, Вадим Анисимов (Пăвари ветеринари техникумӗн студенчӗсем).
Пысăк йышпа пысăк çитӗнӳсем тумалла пултăр «Ахрăм» ушкăнăн!
Константин Малышев
Анна Никанорова ярса панă сăнӳкерчӗксем.
Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ma-kaymastan-ivana