(30 мая 2018) Кăçал Чăваш наци конгресĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекчĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне тивĕçрĕ.
Президент гранчĕ пулăшнипе «Нумай нациллĕ Раççей халăхĕсен культури» марафона хутшăнса конгресăн вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ кăçал кăрлачпа ака уйăхĕсенче И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă «Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсне йĕркелерĕç.
Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикинчи, Пушкăртстанпа Тутарстанри тата Тюменьпе Ульяновск облаçĕсенчи 260 çамрăк сăвăçсемпе прозаиксем, драматургсемпе тата ал ĕç ăстисем хутшăнчĕç. Конкурс «Чи лайӑх сӑвӑ», «Чи лайăх калав, очерк, тĕрленчĕк», «Чи лайăх пьеса», «Алăпа тунă чи лайăх япала» номинацисемпе иртрӗ. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» конкурсăн ăчăваш тумлă маттур çĕнтерÿçисемпе призерĕсем, ачасен сăмахлăх çырăвĕпе ал ĕç ăсталăхне аталантарма пулăшакан вĕрентекенсем Шупашкарти наци библиотекине пултарулăх пĕтĕмлетĕвĕпе чыславне пухăнчĕç. Залра «Алăпа тунă чи лайăх япала» номинацин çĕнтерÿçисемпе призерĕсен ал ĕç япалисен куравне залра йĕркеленĕ. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер ертсе пынипе поэт Василий Кервен, ÿнерçĕ Николай Балтаев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем Геронтий Никифоровпа Юлия Анисимова, конгресс пайташĕсем Татьяна Архипова, Римма Гаврилова, «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ Лидия Филиппова тата библиотека ĕçтешĕ Ольга Тимофеева çӗнтерӳҫӗсемпе призерсене дипломсемпе медальсемпе тата вĕсен вĕрентекенĕсене Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Уявра Çĕнĕ Шупашкар хулин 13-мĕш шкулĕн 4-мĕш класĕнче вĕренекен Даша Корнеева, Шупашкар районĕнчи Атайкасси шкулĕн 4-мĕш класĕнче вĕренекен Тимур Трофимов, Патăрьел районĕнчи Çĕньял шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен Юлия Васильева, Патăрьел районӗнчи Пăлапуç Пашьел шкулӗн 10-мӗш класĕнче вӗренекен Алла Краснова, Красноармейски шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Кирилл Васильев, Елчĕк районĕн Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Екатерина Вишневская хăйсем çырнă сăввисене каларĕç. Людмила Кинер юрăç, Патăрьел районĕн Çĕньял шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Мария Ильинична Мадюкова, Сĕнтĕрвăрри районĕн Шуршăл шкулĕн 5-мĕш класĕнче вĕренекен Татьяна Волкова илемлĕ юрă-ташăпа уява сăнлăх, хаваслăх, чĕрĕлĕх кĕртрĕç тата пурин кăмăлне çĕклеме пултарчĕç.
Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа ирттернĕ «Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» конкурс Аслă Вĕрентекенĕмĕр ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр тăван халăх чĕринче пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Геронтий Никифоров, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи.