Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Мускаври Кремль Керменĕнче чăвашсем юрласа ташларĕç

Мускаври Кремль Керменĕнче чăвашсем юрласа ташларĕç

admin 06.02.2017

(6 февраля 2017) Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускаври Кремль Керменĕнче «Шедевры русской музыки — малым городам и сёлам Руси» ятлă ыркăмăллăх концерчĕ иртрĕ. Вăл «София-2017» фестиваль уçăлнипе çыхăннă.

Концертра Мускаври Пысăк театр солисчĕ, Раççей халăх артисчĕ Владимир Маторин юрларĕ.

Раççей тĕп хулине тĕлĕнмелле хăватлă бас саслă Владимир Маторин юрлакан опера арийĕсене, романссене тата пĕтĕм халăх юратакан юрăсене итлеме ЧНК Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Элĕк уйрăмĕсем, конгресс хастарĕсем кайрĕç.

«Есть на Волге утёс», «Эй, ухнем», «Степь да степь кругом», «Коробейники», «Вниз по матушке, по Волге», «Вечерний звон» тата ытти халăх юррине итлесе кăмăлĕсене уçрĕç.

Темиçе пин çын вырнаçакан концерт залне Раççейри пурĕ 150 ытла хулапа ялтан ыркăмăллăх концертне çитнĕ.

Концерт пуçланиччен Кремльти Керменĕн фойинче чăвашла тăхăннă «Каçал» «Валенкке» ушкăнсем чăваш ташши-юррипе ытти халăха тĕлĕнтерчĕç.

Чăваш Енрен килнĕ хăнасене Мускаври чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçисем тарават кĕтсе илчĕç. Уншăн питĕ пысăк тав вĕсене!

 

ЧНК пресс-служби.

Продолжить чтение

Назад: Открылась выставка работ аксубаевской рукодельницы
Далее: В Чувашии отметили 110-летие со дня рождения народного поэта Чувашии Петра Хузангая

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57