(23 мая 2017) Май уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕтĕм тĕнче олимпиади иртрĕ.
«Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» олимпиадăра тупăшна хыççăн чи пысăк балсем пустарса Тутарстанри Аксу районенчи Кивĕ Саврăш каччи Павел Васиков Iвырăн йышаннă. Савгачевăри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Павел чăваш чĕлхине пите çывăха хурать. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн Галина Максимован та çак ĕçре тÿпи çÿлĕ.
Информационный центр ЧНКА в РТ.