(4 июня 2018) Нурлат районӗнчи Ерепьел 225 çул тултарнине анлăн уявларӗ.
Ялӗ пысăках мар пулин те, пӗлтӗр çак вăхăталла унта Культура çурчӗ уçнăччӗ. Çапла Нурлатран 8 çухрăмра вырнаçнă ял çыннисен нушисем татса парăнма пуçларӗç теес килет. Ахметовка ял хутлăхӗн тытăмне кӗрет хальхи вăхăтра Ерепьел. Ӗлӗкрех вăл Уксăмлă сельсоветне кӗнӗ пулнă, маларах Якуркел вулăсне. Ахметовка ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Рамис Шайхутдинов пӗлтернӗ тăрăх, урамсемпе 600 метр тăршшӗ çул тăсма пултарни те çитӗнӳ. Ялта тата таса шыв кӗртес ыйтăва татса памалла. Хальхи вăхăтра проект документацине çирӗплетес ӗç пырать.
Çын шучӗ кунта ӗлӗк те ытла нумаях пулман. 1859 çулта – 303, 1958 çулта – 369, 2002 çулта – 303 çын. Анчах та халăхӗ туслă. Масар çине тасатма, çул тумалла-и, урамсене тикӗслемелле-и – пӗрле пикенсе тăваççӗ. Çакна тӳрех сисрӗмӗр. Кашни çын клуб умӗнчи тӳреме хăйӗн аш-пăшӗпе килет. Хӗвел хытă хӗртнине пăхмасăрах вăрăм сӗтелсем апат-çимӗçпе тулса ларчӗç.
Паллă ӗнтӗ, ял уявӗ çакăнта çуралса ӳснисене, кӳршӗ ялсенчи тăвансене, хурăнташсене, хăнасене пуçтарать. Ирина Красновăпа Анатолий Савгачев вăл пултăр тесе пуринчен те хытăрах тăрăшнă пулмалла. Паллах, пулăшакансемсӗр те мар. Вырăнти усламçăсем çак паллă кунран айккинче юлман. Маттурсем!
Ерепьелӗнчен нумай паллă çын тухнă, çар çыннисем те сахал мар. Вӗсенчен пӗри Евгений Соловьев генерал-майор. Вăл 1921 çулта çуралнă, вăрçă хыççэн НКВД училищине пӗтернӗ, каярах В.И.Ленин ячӗллӗ Çар политакадемине пӗтернӗ. Совет Союзӗн пограничниксен çарӗнче политуправленире ӗçленӗ.
Пултаруллă çынсенчен чăваш литературинче йӗр хăварни те пур. Вăл Федор Савгачев. 1919 çулта çуралнă. Аксури чăваш педучилищине пӗтернӗ. Учитель, шкул директорӗ, райком секретарӗ пулса ӗçленӗ. 1959 çултанпа СССР Журналисчӗсен союзӗн пайташӗ, Раççей Писателӗсен союзӗн пайташӗ. ТР Культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ «Сувар» хаçатпа мӗн тухма пуçланăранпах тачă çыхăну тытрӗ.
Çавăн пекех Тутарстанăн тава тивӗçлӗ зоотехникӗ, Октябрь райӗçтăвком патйташӗнче ӗçленӗ Елизавета Алипова та Ерепьелӗнченех. Шупашкарти çӗвӗçсен хушшинче производство передовикне тухма пултарнă, «Халăхсен туслăхӗ» ордена тивӗçнӗ РФ Текстильпе çăмăл промышленноçӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Надежда Улаева та Ерепьелсем. 1940 çулта çуралнă Петр Демьянов Шупашкарти ТЭЦ-ра аслă инженер, генеральнăй директор çумӗ пулса ӗçленӗ. Унăн ӗç стажӗ 46 çул. РФ Топливопа энергетика комплексӗн хисеплӗ ӗçченӗ.
Пысăк вырăнта ӗçленӗ çынсем Нурлатран Самар облаçне илсе каякан çула ик енчен хупăрлакан Ерепьелӗн тата та пур. Калăпăр, Петр Краснов Аксу райӗçтăвком председателӗ, Пестрецы райканашӗн председателӗн çумӗ пулса тăрăшнă. Василий Яковлев Удмурт Республиничи Вышкай райӗçтăвкомӗн председателӗнче вăй хунă. Александр Трофимов Одессăри внпромăн генеальнăй директорӗ пулнă. Анатолий Ухванов Сарапульти радиозаводăн генеральнăй директор çумӗ пулса ӗçленӗ.
Ял юбилейӗнче йăла тăрăх аслă çулти çынсене, тыл ӗçченӗсене, ытти сферăра тăрăшакансене чысларӗç. Конкурссемпе вăйăсем ирттерчӗç. Халăха юрласа, сăвă каласа савăнтаракансем те йышлăн пухăнса килнӗ Ерепьелне. Вӗсен хушшинче эпир Владимир Егорова, Иван Павлова, Валентин Бурайкина, Андриян Григорьева куртăмăр. Кăмăллăччӗ вӗсен пултарулăхӗпе çӗрен паллашма.
Шкула ку ялта 1913 çулта уçнă. 1946-47 çулсенче шкулта 118 ача, 1948-49 çулсенче 135 ача вӗреннӗ. 1962 çулта финский текен çурт туса хураççӗ шкул валли. 4 класра 25-шер, 30-шар ача вӗреннӗ.Унта ерепьелсем кăна пулман, Основка, Малалла, Ивановка çыннисем те хăйсен ачисене янă кунта вӗренме. Халӗ Ерепьелӗнчи пуçламăш шкулта 9 ача вӗренет. Хăшӗ-пӗри ачисене Нурлатра вӗрентнӗрен сахал.
Уява килнӗ кӳршӗ чăваш ялӗсен фольклор ансамблӗсем хăйсен савăнăçлă юррисене тăсса ярсан халăх ташша тухрӗ. Ирина Краснова хăй çырнă «Тăван ялăм» юрра Ерепьел гимнӗ тума сӗннине те ыралрӗç пухăннисем. Ăна кӗвӗлекен Владимир Егоров юрра илемлӗн юрласа кăтартрӗ. Сăмахӗсем çăмăл та ансат. Çавăнпа пуль чуна та çывăх. Тавтапуç чӗнекенсене!
Константин Малышев.