Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Пăвара «Никрут юрри» район фестивалӗ иртрӗ

Пăвара «Никрут юрри» район фестивалӗ иртрӗ

admin 31.05.2018

(31 мая 2018) Май уйăхӗн 30-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Альших ялӗнче «Никрут юрри» фестивале Рункă, Кипеккасси, Мăкăрти «Хыркасси» ушкăн, Элшел тата Альших юрăçисем хутшăнчӗç.

 

Пăва районӗнчи чăваш центрӗн пуçарăвӗпе Альших ялӗнче май уйăхӗн 30-мӗшӗнче «Никрут юрри» район фестивалӗ иртрӗ. Унта Рункă, Кипеккасси, Мăкăрти «Хыркасси» ушкăн, Элшел тата Альших юрăçисем хутшăнчӗç. Вырăнти Культура çуртне пухăннă халăх куракансен хушшинче чăваш халăх писательне Юхма Мишшине курсан питӗ тӗлӗнчӗ. Тутарстанри çыравçăсемпе таврапӗлӳçӗсен ушкăнӗпе пӗрле вăл Альшихри шкулта тата библиотекăра пулчӗ, унтан «Никрут юррине» курса ларчӗ.

 

Пухăннисен умӗнче сăмах каланă чухне Юхма Мишши тӗлӗнмелле кулинари версине каласа пачӗ. Ӗлӗк, 25 çул хӗсметре тăнă чухне, салтака ăсатнă чухне никрут амăшӗ 2 шăрттан пӗçернӗ-мӗн. Пӗр шăрттанне салтака парса янă, теприне лайăх типӗтнӗ хыççăн арчара упранă. Унтан, 25 çултан салтак таврăнсан, çав шăрттана тăванӗсемпе пӗрле çинӗ имӗш.

 

Юхма Мишши Альшихри Культура çуртне хăйӗн сăввисен пуххине парнелерӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Константин Малышев

Продолжить чтение

Назад: «Ман халăх, ман тăван çĕршыв!» конкурс чыславĕ
Далее: Поздравляем!

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57