( 24 февраля 2015) Викторпа Елена Баймяшкинсен çемйи чăмăртаннăранпа — 20 çул.
Ку мăшăр илем тĕнчинче пурăнать тесен те йăнăшмастпăр: Виктор — ăста фотограф, Елена — паллă ÿнерçĕ. Ывăлпа хĕр çитĕнет вĕсен. Питĕ туслă çемье. Тăтăшах пĕрле вăйлă юхăмлă шывсем çине ишме çÿреççĕ е пĕр-пĕр экскурсие тухса каяççĕ. Çав вăхăтрах пултарулăх валли те вăхăт тупаççĕ. Акă, çемье юбилейне те илемлĕх мелĕсемпе усă курса паллă тума шут тытнă вĕсем: Чăваш наци библиотекинчи «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейăра Баймяшкинсен куравĕ уçăлчĕ. Çак кăмăллă, çав тери пултаруллă та ĕçчен мăшăрпа тĕплĕнрех паллаштарасшăн та эпĕ сире.
Виктор
Свердловск облаçне кĕрекен Нивьянск хулинче çуралнă вăл. Пирĕн тăрăха мĕнле лекнĕ-ха? Унăн ашшĕ-амăшĕ Чăваш Енре çуралса ÿснĕ иккен, пĕр тапхăр Нивьянскра ĕçлесе пурăннă. Ашшĕпе амăшĕ тăван ене таврăнсан Виктор пĕр тапхăр кукамăшĕ патĕнче Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пĕр ялта пурăннă. Чăвашла та самай перкелешнĕ ача чухне, анчах Шупашкара куçса килсен ăна хула пурнăçĕ вырăслатнă. Çав вăхăтрах чăваш культури патне туртăнасси нихăçан та иксĕлмен.
Ашшĕ Тутарстанри Теччĕ районĕнче çуралса ÿснипе-ши Баймяшкинсен кил-йышĕ Шупашкартан Хусана куçнă. «Анне, Лидия Трофимовна, заводра ĕçлетчĕ, атте, Константин Михайлович — электрикчĕ», — аса илет Хусанти ачалăхне Виктор.
Баймяшкинсем ачисене ырă патне туртăнма хăнăхтарса ÿстернĕ, пĕчĕкрен илеме асăрхама вĕрентнĕ. Урăхла пулас та çук — Константин Михайлович кино ÿкерессипе питĕ кăсăкланнă, унăн интересĕ ачисене те куçнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех Викторăн фотоаппарат пулнă: «Пиллĕкмĕш класра «Смена» фотоаппарат илсе панăччĕ», — аса илет вăл. Каярах Хусанти Ленин ячĕллĕ культура çуртĕнчи фотокружока çÿреме пуçланă. Хусанти авиаци техникумĕнче вĕреннĕ чухне те сăнÿкерчĕксемпе аппаланма вăхăт тупнă. Хĕсметре Инçет Хĕвелтухăçĕнче инженер çарĕсенче тăнă вăхăтра та фотоаппарата алăран яман. Çартан таврăнсан Мускавра Кинематографи институтĕнче продюсер курсĕсене пĕтернĕ.
Анчах самай вăхăт урăх ĕçпе тăрăшма тивнĕ — çемьене тăрантмалла, сăнÿкерчĕк тунипех çемье бюджетне тытса пыма хĕн пулнă вăл вăхăтра. Турă панă пултарулăх манăçман, хăй çинчен аса илтерсех тăнă.
Халĕ Виктор — пултаруллă фотограф, чăн-чăн ăста. Кураври унăн ĕçĕсемпе паллашатăн та — пĕр кадрпах çыннăн кăмăлне, характерне кăтартать пире. «Кашни çыннăн хитрелĕхне палăртас килет манăн, ун çине пăхса ытараймасăр тăтăр куракан», — тет вăл. Мăшăрĕн мастерскойĕ уншăн фотосалон пулса тăнă.
Елена
Вăл Хусанта çуралса ÿснĕ. Унăн калавне итленĕ май пуçа ирĕксĕрех «ашшĕн хĕрĕ» текен сăмахçаврăнăш килет. Яланах ÿкерме ăнтăлнă Юрий Иванович ĕмĕтне пурнăçлаймасăр хăй кăмăлне хĕрне панă тейĕн.
Лена Хусанти 3-мĕш ÿнер шкулĕнче вĕреннĕ. Шăп çавăн чухне лекнĕ те вăл халĕ В.Суриков ячĕллĕ мухтавлă институтăн Хусанти филиалне ертсе пыракан М.Вагапов патне. Вăл — Ленăн пĕрремĕш преподавателĕ. «Ун чухне вăл — çамрăк вĕрентекен. Салтака илсе кайрĕç те — чылайăшĕ шкултан тухса кайрĕ», — каласа парать ÿнерçĕ. Юлнисем вара Вагаповпа çыру çÿретнĕ. Хусанти ÿнер училищинче вĕреннĕ чух вĕрентекенпе вĕренекен каллех тĕл пулнă, В.Суриков ячĕллĕ институтран вĕренсе тухнă М.Вагапов каллех Ленăн преподавателĕ пулса тăнă, унăн диплом ĕçне ертсе пынă. Паян Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн аспирантуринче вĕренекен Елена Баймяшкина Хусанти 2-мĕш ÿнер шкулĕнче вĕрентнĕ Рашид Тухватуллина та ырăпа аса илет. Унăн мăшăрĕ, Светлана Константиновна, унтах скульптурăпа вĕрентнĕ. Çак мăшăрпа хутшăнса профессишĕн, пурнăçшăн кирлĕ нумай ăслă шухăша йышăннă вăл, тĕнчекурăмне анлăлатнă. Çак шкултах ĕçленĕ Ким Камалетдинов та нумай пулăшнă ăна, вĕрентекен кăна мар, чăн-чăн юлташ пулнă. Ăна Елена халь те ашшĕпе танлаштарать: «Вĕсем çуралма та пĕр кун çуралнă».
«Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне вĕренме кĕрсен, Чăваш çĕрĕнче ăнланса илтĕм: манпа пулса иртекен пулăмсем шăпашăн мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван çĕршыв пĕрре теççĕ, манăн иккĕ тесе шутлатăп: пĕринче эпĕ çуралнă, тепринче — ÿнерçĕ пулса тăнă, вăл мана халь те аталанма пулăшать, — тет Елена. — Чăваш ÿнерçисем питĕ хастар, пирĕнпе, студентсемпе, пĕрле вĕрентекенсем те пленэра çÿретчĕç, пĕр-пĕринпе çывăх хутшăнаттăмăр. Хусанти ÿнерçĕсем, тĕпрен илсен, пĕчченшерĕн ĕçлеме юратаççĕ».
Лена хăйĕн пĕрермĕш куравне те Чăваш Енре йĕркеленĕ — «Чун портречĕ» ятпа Çĕнĕ Шупашкарти музейре иртнĕ. Хапăлласа йышăннă ăна куракансем.
Халĕ Елена Пĕтĕм тĕнчери Коккель пленэрне те ăшшăн аса илет. Ÿнерçĕсемпе туслăн ĕçлени кăна мар, Афанасий Коккелĕн тăван ялĕнчи çынсен тараватлăхĕ те тыткăнланă ăна. «Çак çĕр çинче мĕн чухлĕ ытларах ĕçлетĕн, вăй çавăн чухлĕ хушăнать», — тет вăл.
Елена Баймяшкина аспирантурăра вĕреннине каларăмăр ĕнтĕ, кунта та вăл хăйĕн тĕпчев ĕçне чăваш культурипе çыхăнтарнă: «Чăваш халăх искусствин хатĕрĕсемпе педагогика аслă шкулĕсенче вĕренекен студентсен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклавĕсене йĕркелесси» ятлă вăл. Чăваш халăх тумĕсем çинчен калакан методика пособине те çырса кăларнă — пир тĕртесси, вĕтĕ шăрçапа çĕлесси, тĕрĕ тĕрлесси тата ытти çинчен интереслĕ каласа парать автор. Çавăнпа студентсемпе преподавательсем кăна мар, чăваш искусствине кăмăллакан кашни çын кăсăкланса вулать ăна.
http://hypar.ru