(27 марта 2017) Çак ятпа йĕркелерĕ Чăваш Республикин культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ «çавра сĕтеле».
Ку усăллă тĕлпулăва ирттерме Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче ирттерекен «Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ» тата «Кĕмĕл сасă» фестиваль — конкурссем вăхăтĕнче май пулчĕ.
Çавра сĕтеле Мускав, Тюмень, Саратов, Самара, Пушкăрт, Тутарстан, Челябинск, Пенза, Оренбург, Чĕмпĕр, Питĕр тата ытти тăрăхсенчи чăваш наципе культура автономи ертÿçисем хутшăнчĕç. Крым Республикинчи йăхташсен ертÿçи Андрей Яковлев, унпа пĕрле Севастополь хулинчи чăваш автономийĕн пуçлăхĕ Любовь Тавлуй та кунта пулчĕç.
Чи малтанах культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев пурне те çак пĕлтерĕшлĕ пухăва килме май тупнишĕн тав турĕ.
-Çакăн пек тĕлпулăва нумай кĕтнĕ эпир. Паян пирĕн питĕ илемлĕ кун. «Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ» тата «Кĕмĕл сасă» фестивальсем тĕлĕнмелле хитре те сумлă иртеççĕ. Малашне çакнашкал конкурсене Грантсем илсе ирттерсен аван пулмалла. Ку пирĕн пĕрремĕш тата пысăк пĕлтерĕшлĕ çавра сĕтел,- терĕ Константин Геннадиевич.
Малалла калаçăва Федераллă чăваш наципе культура автономийĕн президенчĕ, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Ильич Черкесов тăсрĕ.
-Чи малтанах пурне те Шупашкара çитнĕ ятпа саламлатăп, хăвăр регионсенче чăваш культурине сыхласа, аталантарса пыма хăват çитернĕшĕн чунтан тав тăватăп,- терĕ Леонид Ильич.
Мускаври Федераллă чăваш автономин ертÿçи чăвашлăхпа çыхăннă статистика çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăхсен туслăхне çирĕплетес енĕпе лартнă тĕллевсене чăваш наципе культура автономийĕсен хастаррăн пурнăçласа пымаллине каларĕ вăл.
Мускаври йăхташăмăрсен ĕç-хĕлне те çутатрĕ Леонид Ильич. Уйрăмах патриотизм енĕпе çĕршывăн тĕп хулинчи чăваш офицерĕсен «Раççей ывăлĕсем» пĕрлĕхĕ пысăк ĕçсем тунине асăнчĕ.
— Регионсенчи чăваш автономийĕсенчен тĕрлĕ, усăллă сĕнÿсем кĕтетпĕр. Пĕрле туслăн, ăнланса ĕçлесен, çамрăксене чăваш культурине хисеплеме вĕрентсен кăна хамăрăн чĕлхене, культурăпа йăла-йĕркене сыхласа хăварса аталантарма пултарăпăр. Ентешсем Раççей хăть те ăçти кĕтесĕнче пурăнсан та, хăйсене чăваш пулнишĕн мăнаçлăн туйччăр тесен, пирĕн сирĕнпе тăрăшса ĕçлемелле,- терĕ Федераллă автономи президенчĕ.
Çавра сĕтелре Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсемпе мĕнле ĕçлени çинчен кĕскен каласа пачĕ.
— Пирĕн халĕ регионсенче пурĕ 90 ытла наципе культура автономийĕ ĕçлет. Пуринпе те туслăн, ăнланса ĕçлетпĕр. Юлашки вăхăтра сумлă, пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пĕрле нумай турăмăр. Кашни çулах Шупашкарта Культура министерстви йĕркеленипе пĕтĕм чăвашсен Акатуйне ирттеретпĕр, виçĕм çул — Пушкăртстанри Слакпуçĕнче К.Иванова асăнса пысăк мероприяти ирттертĕмĕр, пĕлтĕр — Крым Республикинче чăвашсен Акатуйне пĕтĕм регионсенчи чăвашсене пуçтартăмăр. Кăçал вара Байкал хĕрринче те чăвашсен уявне йĕркелесшĕн, — асăнчĕ ЧНК президенчĕ. Анчах та çак пархатарлă ĕçсене тивĕçлĕ шайра ирттерме укçи-тенки енчен йывăртарах, ку енĕпе малашне Мускаври Федераллă автономи пулăшасса шаннине каларĕ конгресс президенчĕ.
Николай Федорович регионсенчи автономисен ертÿçисене хăйсен сĕнĕвĕсене, пуçтарăннă ыйтусене кунта уççăн çĕклеме ыйтрĕ.
Малалла Чăваш Республикин Культура министрĕ Константин Яковлев Чăваш Енре культурăна аталантарас енĕпе юлашки вăхăтра тунă ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Вăл министерствăра этноконфенси хутшанăвĕсен пайĕн çĕнĕ пуçлăхĕпе, Лидия Ивановна Филипповапа паллаштарчĕ, ку пайпа тачă çыхăнса ĕçлеме ыйтрĕ.
Кăçал Шупашкарта çĕртме уйăхĕнче пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ еплерех иртмеллине уçса пачĕ Константин Геннадиевич министр. — Кăçал Республика Кунне 60 регионтан хăнасем килмелле. Кашни хăйĕн куравне кăтартма «Чăваш картишĕ» йĕркелемелле,- терĕ Чăваш Ен Культура министрĕ.
Çавра сĕтелти калаçăва Чăваш Енри халăхсен Ассамблейин Канашĕн председателĕ Лев Пантелеймонович Кураков тăсрĕ, пурне те пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Чăваш халăхĕ çак çĕнĕ пĕрлĕхре чăн никĕсĕ пулмаллине каларĕ вăл. Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче чăваш юрри-кĕвви чи малтан янăрамаллине çирĕплетсе каларĕ Лев Пантелеймонович. Çавăн пекех çу уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблейин сĕнĕвĕпе Мускавра Еврази халăхĕсен съезчĕ ирттмеллине пĕлтерчĕ вăл.
Чăваш Республикин культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви тăрăшнипе регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсен ертÿçисемпе иртекен çавра сĕтелре чăваш халăх писателĕ Анатолий Кипеч, Оренбург тарăхĕнчи Грачевски районти чăваш хастарĕ Николай Рыбаков, Самар, Чĕмпĕр тăрăхĕсенчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçисем Людмила Павловăпа Олег Мустаев, Мускавра пурăнакан чăваш хастарĕ Владимир Болгарский, Çĕпĕрпе Урал тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕсен координаторĕ Владимир Логинов, Крым чăвашĕсен ертÿçи Андрей Яковлев тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Кашни тухса калаçакан кăсăклă, хăйне евĕрлĕ ыйтусем хускатрĕ.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев конгресс ĕç-хĕлне уçса пачĕ, чи пĕлтерĕшлисем çинче уйрăм чарăнса тăчĕ. Кăçалхи çул ЧНК 25 çул тултарнипе çыхăннă ĕçсене те уçăмлатрĕ Валерий Леонидович. Вăлах регионсем валли чăвашла пĕлекен специалистсене хатĕрлес ыйтăва та çĕклерĕ.
Чăваш автономийĕсен тулайри ертÿçисене Шупашкар хулин пуçлăхĕ Ираида Клементьева саламларĕ, хулари паллă вырăнсемпе паллашма йыхравларĕ.
Çавра сĕтеле Чăваш Ен Культура министрĕ Константин Яковлев пĕтĕмлетрĕ. Вăл регионсенчи йăхташсен ертÿçисене тăван чĕлхешĕн, халăхшăн тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Çакнашкал усăллă тĕлпулусем малашне те йĕркелессе шантарчĕ.
ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева