Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Пирӗн Настя Вологдара!

Пирӗн Настя Вологдара!

admin 05.10.2018

(5 октября 2018) «Наследники традиций» Пӗтӗм Раççейри ача-пăча фестивалӗн финалне Раççейӗпе те пӗртен-пӗр чăваш, Çӗпрел районӗнчи Упи шкулӗнче вӗренекен Анастасия Сердцева тухрӗ.

Кăçал çурла уйăхĕн вĕçĕнче Вологда облаçӗнчи Вытегорск районӗнче вырнаçнă «Корабелы Прионежья» кадет шкулӗнче халăх культурин III «Наследники традиций» Пӗтӗм Раççей ача-пăча фестивалӗн финалӗ иртрӗ. Ăна РФ Федераци Пухăвӗ тӗрев панипе РФ Вӗрентӳпе наука министерстви йӗркелет.

Кăçал фестивале Раççейри 52 субъектран 2000 ытла çын хутшăннă, вӗсенчен 35 регионти 240 çын финала тухнă. Çак фестивале Тутарстанран та ачасем хутшăнчӗç. Чăвашсенчен вара Çӗпрел районӗнчи Упи шкулӗнче вӗренекен Анастасия Сердцева кăна тухрӗ. Фестивале вăл асламăшӗпе, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗпе Людмила Сердцевăпа, финала тухрӗ. Çапла вӗсем Хусан, Санкт-Петребург хулисем витӗр тухса  Вологда тăрăхне çитсе килчӗç.

– Фестивальте пӗртен-пӗр чăвашсем пултăмăр эпир. Чăваш Республикинчен те никам та çукчӗ, паллах, чăвашла юрлакансем те. Эпир мăнукпа иксӗмӗр балалайка каласа чăвашла такмаксем юрларăмăр,– каласа парать Людмила Петровна асра юлнă çулçӳрев пирки.

Сăмах май, ачасен пултарулăхне сумлă жюри темиçе номинаципе хакларӗ. Çӗнтерӳçӗсен йышне Тутарстан ачисем те кӗчӗç. Сердцевасем малти вырăнсенех йышăнаймарӗç пулсан та, Раççейре пултаруллă чăваш ачисем те пуррине  çӗршыв илтмелле пӗлтерчӗç. Фестивальтен финалистсен дипломӗпе таврăнчӗç. (Л.Сердцева сăнӳкерчӗкӗ).

Ирина Кузьмина.

Продолжить чтение

Назад: Чăваш этно-джасĕ Хусанта çуралчĕ
Далее: Презентация движения «Аталан» собрала чувашскую молодежь Казани

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57