(24 декабря 2019) Пилӗк çул каялла Валентин Урташа хисеплесе унăн ячӗллӗ литература премийӗ пама йышăннă тӑхӑрьялсем.
Тăхăрьяла кӗрекен Раккасси – чăваш тӗнчинчи паллă вырăн, ку ялта эпир пурте пӗлекен поэт, чăваш шăпчăкӗ, прозаикӗ, куçаруçи, темиçе кӗнеке авторӗ Валентин Урташ çуралса ӳснӗ. Раккасси никӗсленнӗренпе 295 çул, Валентин Урташ çуралнăранпа 95 çул, Анатолий Тимофеев-Сăрнай тăван ялӗ çинчен çырнă «Савнă, хаклă ялăм Раккасси» кӗнеке кун çути курнине халалланăччӗ ял кунне.
Хăнасем тӗрлӗ çӗртен килсе çитрӗç: Пăва районӗнчи тӗрлӗ ялтан, Чӗмпӗртен, Шупашкартан… Уяв клуб çумӗнчи Валентин Урташа асăнса 10 çул каялла уçнă обелиск-палăк умӗнче пуçланчӗ. Чăваш халăхӗн мухтавлă ывăлне тав туса ял çыннисем тата хăнасем палăк умне чӗрӗ чечексен карçинккине лартрӗç. Кунта Урташа аса илсе ырă сăмахсем янăрарӗç. Паллă поэта чӗрӗлле курма тӳрӗ килнӗ çынсем: Анатолий Малышев поэт (Пӳркел ялӗ), Евгений Афанасьев (Элшел ялӗ, Тăхăрьял музейӗн ертӳçи), Анатолий Тимофеев-Сăрнай журналист тата çыравçă (Раккасинче çуралса ӳснӗ, халь Елчӗкре пурăнать), Анатолий Дмитриев-Ырьят журналист, поэт тата прозаик (Раккасси çынни, халь Чӗмпӗрте пурăнать) тата ыттисем – хăйсен асаилӗвӗсемпе паллаштарчӗç. Вӗсем Урташ ырă кăмăллă, çав вăхăтрах питӗ хăюллă, тӗрӗслӗхе хуть кама та куçран калама пултаракан çын пулнине палăртрӗç.
Малалла уяв клубра тăсăлчӗ. Кунта Урташа асăнса ятарлă стенд хатӗрленӗ – ун кӗнекисем, ун çинчен çырнă хаçатсем… Пуçтарăннă çынсене район пуçлăхӗн пӗрремӗш çумӗ И.Ф.Еремеев, районти Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ В.А.Ильин, Элшел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ В.П.Сюрмин, Чӗмпӗртен килсе çитнӗ А.Г.Ырьят поэтпа П.И.Петров полковник тата ыттисем саламларӗç. А.Ырьят ентешӗсене, пăвасене, тăхăрьялсене хăйӗн сакăр кӗнекинчен тăракан темиçе пухă парнелерӗ.
Сцена çинчен Коми Республикин Правительствин пуçлăхӗн çумӗн –ял хуçалăх министрӗн А.П.Князевăн саламне ун аппăшӗ Г.П.Теренина (вăл педагог, халăха вӗрентес ӗç отличникӗ) вуласа пачӗ. Вӗсем Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпара çуралса ӳснӗ, анчах амăшӗ Раккассинчен. Çапла вара ку ял та вӗсемшӗн тăван вырăн шутланать, ăна манмаççӗ. Çаплах «Сувар» хаçат редакцийӗ те уяв ячӗпе салам сăмахӗсем янă, ăна та сцена çинчен вуласа пачӗç.
Раккассинче паян 300 çынна яхăн пурăнать. Хальхи саманара, пур çӗрти пекех, вырăнти «Заря» хуçалăхра пурин валли те ӗç çитмест, анчах чăвашсем аптăраса тăмаççӗ, çӗр илеççӗ, килте нумай выльăх усраççӗ. Кунта килӗнче 10-20 ӗне усраса, сӗт сутса пурăнакан фермерсем те пур. 2020 çулта ялта фельдшерпа акушер пункчӗ, çӗнӗ лавкка уçăлмалла – ку ырă хыпар. Шел, шкул хупăннă, ачасене Элшелне илсе çӳреççӗ. Хальхи клуб шăпах малтанхи шкул çуртӗнче вырнаçнă. Унта таврапӗлӳ музейӗ, пысăках мар спортзал пур.
Пилӗк çул каялла Валентин Урташа хисеплесе унăн ячӗллӗ литература премийӗ пама йышăннă. Ун чухне ку премие Урташăн кун-çулне тӗпчекен çыравçă, ун çинчен темиçе кӗнеке çырнă автор Василий Цыфаркин (Раккасси çынни, Чăваш Енре пурăнать), Пӳркелӗнче пурăнакан поэт Анатолий Малышев тата çамрăк сăвăç Екатерина Петрова (Пӳркел) тивӗçнӗ пулнă. Хальхи уявра вара лауреатсем çаксем пулчӗç: Анатолий Дмитриев-Ырьят (вăл вăтăр çул ытла сăвă çырать ӗнтӗ, юлашки вăхăтра Валентин Урташ çинчен «Вутра çунман уртăш» кӗнеке çырчӗ), «Савнă, хаклă ялăм Раккасси» кӗнеке авторӗ Анатолий Тимофеев-Сăрнай, Анна Никанорова (Таккавар ялӗнче çуралса ӳснӗ, Пăва хулинче пурăнать), Николай Дворов (Шемек ялӗнче пурăнать), Николай Зимин (Элшел ялӗ, шел, вăл сывлăхне пула килейменччӗ). Вӗсене диплом пачӗç тата кăкăрӗ çине ятарлă медаль çакрӗç. Районти ЧНКЦ çакăн çумне кашнине виçӗ пин тенкӗ укçа хушма та вăй çитерчӗ. Ку мухтамалли пулăм! Лауреатсем çакна халăхшăн нумай çул лайăх хайлавсем çырса чăннипех тивӗçнӗ! Творчество çыннисене, ку пытармалли япала мар ӗнтӗ, халь пур çӗрте те ытла чыс тусах каймаççӗ. Пăвасемпе раккассисем вара пурне те ырă тӗслӗх кăтартрӗç!
А.А.Тимофеев-Сăрнай хăйӗн çӗнӗ кӗнекине уява пухăннă халăха валеçрӗ, тухса калаçакансем ăна хăтларӗç, пахаларӗç. Калаçакансене, саламлакансене ылмаштарса вара сцена çинчен вырăнти «Уяв» ушкăн тата Чăваш Республикинчи Кӳкеçрен килнӗ «Телей» фольклор ушкăнӗ (ертӳçи Н.Арсентьева, купăс калаканӗ Г.Павлов) хăйсен юррисемпе савăнтарчӗç.
Николай Ларионов.
Сувар хасат сайтран.