(18 сентября 2020) Пӑва районӗнчи ЧНКЦ сентябрӗн 19-мӗшӗнче 10:00 сехетре Шемекре асӑну пухӑвӗ ирттерет.
Сентябрӗн 19-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Шемекре Николай Дворов-Шемексем поэтӑн асӑну хӑмине уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Вырӑнти Чӑваш наципе культура центрӗ ҫыравҫӑн 80 ҫулхи юбилейне ҫапларах паллӑ тӑвас тенӗ.
Николай Михайлович Дворов
РФ Çыравçисен, ТР ЧНКЦ çумӗнчи чăваш çыравçисен тата ЧР профессилле çыравçисен союзӗсенн тата «Сувар» хаçат çумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӳ пайташӗ, Пăва районӗнчи ЧНКЦ хастарӗ, Тăхăрьял тăрӗхӗнчи паллă çыравçă, 15 кӗнеке авторӗ
1940 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Хусанти ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе инженер-механик дипломне илнĕ. Пӑва районĕнчи «Гигант» хуçалăхра вунă çул хушши тĕп инженерта тата икĕ çул партком секретарĕнче ĕçленĕ. Ултă çула яхăн «Родина» хуçалăха ертсе пынă, унтан 17 çула яхăн Шемекри шкулта ачасене вĕрентсе пурăннă.
Н.М.Дворов сăввисемпе поэмисем «Ялав», «Тăван Атăл», «Шурăмпуç», «Çилçунат» журналсенче, «Сувар», «Çунатлă çамрăклăх», «Тантăш», «Канаш», «Хыпар» хаçатсенче тăтăшах пичетленчӗҫ.
Кӑҫал майӑн 17-мӗшӗнче поэт чӗри тапма чарӑнчӗ.
Николай Михайлович ҫине тӑнипе Шемек ялӗнче Тайӑр Тимккин тата Константин Петровӑн асӑну хӑмисем уҫӑлчӗҫ. Халӗ хӑйне асӑнса хӑма уҫаҫҫӗ.
Илья Туманов.
Информационный центр ЧНКА в РТ.